Сутă та сăваплă Мăнкун эрнинче Туçари культура çуртĕнче уйрăмах ăшă туйăмпа тулнă уяв иртрĕ. Ăна çак ялта икĕ çула яхăн хÿтĕлев пĕркенчĕкĕ çыхакан ĕçчен те пысăк чĕреллĕ хĕрарăмсем çак кунсенче шăпах 250-мĕш хÿтлĕх хатĕрне вĕçленине халалларĕç. Уяв «Единая Россия» партин вырăнти ушкăнăн ертÿçи, çав хушăрах хĕрарăмсен канашне ертсе пыракан Ираида Ильина пуçарса йĕркеленипе иртрĕ. Салтаксене ырми-канми пулăшакан ăстаçăсене саламлама хаклă хăнасем те çитрĕç.
Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов чĕререн тухакан тав сăмахĕ каланă май, кашни ялта пĕр тĕллевлĕ пулса çыхакан хÿтлĕх хатĕрĕсемпе фронта валли пухакан гуманитари пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине, пысăк калăпăшлă гуманитари тиевĕ пĕчĕккĕнех пухăннине, апла пулсан ку ĕçре каши пус, кашни япала, кашни çын тăвакан ĕçĕн тÿпи хаклă пулнине палăртса хăварчĕ. Валерий Вениаминович хăй те пулăшу ĕçне активлă хутшăнать, хăйне шанса панă ял тăрăхĕнче хÿтлĕх хатĕрĕсем ăсталакан икĕ ушкăн унăн. Иккĕшĕнпе те çыхăну тытса тăрать, транспорт тата ытти тĕрлĕ ыйтусене татса парать. Вăхăтра ăшă сăмахпа е хак-хисеп паллисемпе хавхалантарма та манмасть.
Чăннипех те, Йĕпреç тăрăхĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене пулăшас ĕçе тăтăшах пĕр çынсем хутшăнаççĕ. Кун пирки калаçура темиçе хутчен те аса илчĕç. Тыл ĕçченĕсен ретне çĕнĕ çынсем тăма пăрахни самаях пăшăрхантарать. Çавах та, кунран кун пĕр сукмака такăрлакансем (çак çынсенчен пысăкрах пайĕ тивĕçлĕ канура) мĕн тери ывăнса çитнине пăхмасăр кÿлĕннĕ ĕçе пăрахмаççĕ. Тĕллевĕ çирĕп: çĕнтерĕве туптама пулăшмалла. «Салтаксене тата йывăртарах, çавăнпа та пирĕн, тем тесен те, чăтмаллах», - теççĕ хĕрарăмсем.
Ираида Ильина хастарсене Йĕпреç тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Елена Брусянина алă пуснă Тав хучĕсем тата пĕчĕк парнесем парса чысларĕ, пархатарлă ĕçе ывăннине пăхмасăр хутшăннăшăн тав турĕ.
Çирĕклĕри хÿтĕлев пĕркен-чĕкĕ çыхакан хурăнташĕсем туçасемшĕн хаклă та кĕтнĕ хăнасем пулчĕç. ,çтешĕсене парнесем парса саламланă хыççăн кашниех çак кирлĕ ĕçе мĕнлерех пуçарса яни çинчен аса илчĕç, пĕрремĕш утăмсене тума пулăшнăшăн туçасем кÿршĕ ялтан килнĕ хăнасене тепĕр хут тав турĕç. Малалла та пĕр-пĕринпе çыхăну тытса туслă ĕçлеме тĕллев лартрĕç.
Туçари ушкăнра ĕçри тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн кăшт та пулсан пулăшас тĕллевпе май килнĕ чухне хутшăнакансем те пур. Çак çынсене уйрăммăн асăнса хăварас килет. Сăмахран, çывăхрах кафе тата лавкка тытакан Марина Николаева кирлĕ ыйтусене татса пама яланах хавас, тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшать. Ялти почта уйрăмĕн ертÿçи Оксана Иванова, Йĕпреçри çăлавçăсен чаçĕнче вăй хуракан Лариса Тимофеева, Кĕлĕмкасси территори пайĕн специалисчĕ Надежда Лазарева кăшт пушансанах кунта васкаççĕ. Мускавра вăй хуракан Светлана Маркиянова киле таврăнсан пĕр кун та сиктермест…
Уяв каçĕ чĕресене ăшă туйăмпа тултарса малалла та хастар ĕçлеме вăй-хал хушрĕ тейĕн. Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ. Сĕтел хушшине вырнаçсан та юрă-çемĕ янăрарĕ, кăмăла уçакан шăкăл-шăкăл калаçу чылайччен сÿнмерĕ.
Эльвира Анисимова
Август 2026 |
