НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Чăваш ачи чăвашах» фестиваль халăха пĕрлештерет

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 09:50 Просмотров: 230

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи фестиваль кăçал 10-мĕш хут иртнĕ. Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем - Муркаш районĕнчи Калайкассинчи А.Г. Николаев ячĕллĕ вăтам шкул, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ. 

Йăлана кĕнĕ йĕркепе «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль вăйă картинчен пуçланнă.  Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Валерий Клементьев хăй тухса каланă сăмахĕнче халăхсен пĕрлĕхĕ пысăк вăй-хăват пулнине аса илтернĕ. Вăл чăваш халăхĕн культура пуянлăхне упрас тата малалла аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Алина Николаевна Даниловăна (Калайкасси шкулĕ), Людмила Валериановна Никитинăна (Çатракасси шкулĕ) «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем секцисем çине пайланса ĕçленĕ. Фестиваль программипе килĕшÿллĕн унта хутшăннисем темиçе енлĕ ăмăртура тупăшнă: «Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртăва 23 учитель хутшăннă, вĕсен пултарулăхне тÿре членĕсем - Геронтий Никифоров, Ираида Филимонова, Зинаида Михайлова, Юлия Анисимова, Виталий Михайлов, Ольга Скворцова, Ираида Матьянова, Александр Кузнецов, Людмила Петрова, Ирина Софронова, Любовь Алексеева -хакланă. 

«Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн!» ăмăртура кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса панă. Кăçал ку конкурса хутшăннисен йышĕ Уйрăмах пысăк пулнă - пĕтĕмпе 15 ушкăн сцена çине тухнă. Кĕçĕн ÿсĕмри ачасен пултарулăхне хакланинчен ытларах хăйсене хавхалантарма пĕлни  пахарах. Çак ĕçе Раиса Сарпи, Светлана Асамат тата Валентина Телей хăйсем çине илнĕ, чи маттуррисене палăртнă. 

«Сар каччăпа сарă хĕр» ăмартура 7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине лайăх пĕлнине ăс-тăн вăййисенче палăртнă. 14 шкулти чи маттур ачасем хăйсен пĕлĕвĕсене çÿллĕ шайра кăтартса панă. Пĕлĕве хаклакан тÿресен йышĕнче Юлия Мареева, Валентина Цыпленкова, Анатолий Данилов, Виктор Чугаров пулнă.

«Тăвалла пулсан та малалла» ăмăртура чăвашлăха витĕмлĕн аталантаракан шкулăн (е ача сачĕн) чи ăнăçлă пулса тухнă проекчĕсене директор е директор çумĕ хÿтĕленĕ. Хутшăнакансен шучĕ кăçал ÿснĕ, пĕтĕмпе 10 проекта сÿтсе явнă. Хăш-пĕр проектсене аталантарма укçа-тенкĕ тĕлĕшĕпе пулăшмаллине каланă. Проектсене Нина Андреева, Раиса Васильева тата Анна Егорова хак панă.

«Тăван кил-йышран хакли çук, тăван чĕлхерен асли çук» çавра сĕтел 30 ытла вĕрентекене пĕрлештернĕ. Тухса калаçакансем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă кăна мар, чăвашлăх çинчен шухăшланă май, чуна ыраттараканни çинчен те аса илнĕ, ĕмĕчĕсене уçса панă. Шкулсенче чăвашлăха аталантарас тесе хăйсем мĕнле ĕçленине кăтартнă, ачасене тăван халăха юрăхлă çын туса ÿстерес тесе малалла мĕнле ĕçлемеллине сÿтсе явнă.

Фестивале килнĕ ачасене Николай Фомиряков чăваш халăхĕн музыка инструменчĕсемпе паллаштарнă, кашнин пĕлтерĕшне палăртнă. Хăшĕ-пĕрисемпе калама та вĕреннĕ ачасем.

Алĕç ăстисем Ольга Тимофеевăпа Роза Степанова хĕрсен тата хĕрарăмсен чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ тумĕсене халăх умне кăларнă. Курма килнисем алă çупса кĕтсе илнĕ чăваш тумне кăтартакан кашни пикепе йĕкĕте. Дефиле хăвăрт иртнĕ пулин те, илемлĕ япаласен ăстисене ыйтусем парса чылайччен сцена çинчен яман. Чăваш эрешĕсемпе пикесем урăмах капăр курăннине палартнă куракансем.

Фестиваль шайĕнчи кашни секци тухăçлă ĕçленĕ. Кăçал уява республика тулашĕнчен те чăвашсем хутшăнма кăмăл тунă. Тутарстанран тата Пушкăрт республикинчен хăнана чылайăн килнĕ. «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль чăннипех те халăха пĕрлештерекен, шанчăк паракан уяв пулса тăнă. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译