Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Мăнкун – чи аслă, чи таса та çутă уяв. Кăçал вăл çак вырсарникуна - акан 12-мĕшне - лекет.
Иисуса пăталанă хыççăн ăна хисеплекенсем, ĕненекенсем Турă ывăлне хĕрхенсе унран каçару ыйтнă. 40-мĕш кунне Иисус чĕрĕлнĕ. Çак пулăма асра тытса уявлаççĕ.
Мăнкун уявне мĕн авалтан çак пулăма тĕпе хурса паллă тума пуçланă. Еврейсем нумай хушă египетсем патĕнче чуралăхра пурăннă, вĕсен пурнăçĕ чăтмалла мар йывăр пулнă. Турă çакна асăрханă, вĕсене шеллесе Моисея еврейсене çăлма хушнă. Египетсен патши Фараон хăйĕн чурисене ирĕке кăларасшăн пулман. Çакна пĕлсен Турă египетсем çине йывăрлăхсем янă. Турă 9 хутчен йывăрлăх янине пăхмасăр Фараон çав-çавах хирĕç тăнă. Çакăн хыççăн, 10-мĕш йывăрлăх умĕн, Моисей еврейсен çемйисене путек пусса унăн юнĕпе хăйсен алăкĕсене сĕрме, путекне ăшаласа çиме хушнă. Еврейсем Моисей хушнине пĕтĕмпех пурнăçланă, çав каçах египетсен килĕсенче пуринче те пĕрремĕш ачисем вилнĕ. Турă ангелĕ египетсен ачисене хĕрхенмен, юн сĕрнĕ алăксене вара тĕкĕнмен. Çавăнтанпа Турă хушнипе еврейсем кашни çулах çак кун путек пусса çинĕ, çавăнпа та çак куна Пасха теме пуçланă. Эпир вара çак куна Христос Чĕрĕлнин уявĕ тетпĕр. Турă еврейсене чуралăхран хăтарнă пулсан, пире хăй чĕрĕлсе тăнипе çылăхсенчен тата вилĕмрен çăлнă.
Мăнкун уявĕнче христиан тĕнне ĕненекенсем чун-чĕререн савăнаççĕ, мĕншĕн тесен Христос чĕрĕлсе тăнипе çылăхсене тата вилĕме çĕнтернĕ, çавна май этемлĕх умĕнче ĕмĕрлĕх пурнăçăн хапхи уçăлнă. +ак уявра чиркÿсенче мĕнпур светильниксене çутаççĕ, ĕненекенсем Мăнкун кĕлли пынă хушăра хăйсем чун-чĕререн хавхаланнине палăртса алла çурта тытса тăраççĕ.
Мăнкун – çурхи уяв, кĕçех çу кунĕсем пуçланасса, йывăç-курăк, çарансем чĕрĕлессе, хирте тырпул çитĕнессе, кайăк-кĕшĕк савăнса юрласса, ăшă та ырă тÿпе айĕнче ача-пăча савăнса вылясса пĕлтерет. Христос чĕрĕлсе тăнин уявĕ эрнипех пырать. Çак эрнере кашни кунах пĕр-пĕрне сывлăх суннă май «Христос чĕрĕлнĕ!» темелле, хирĕç «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе хуравламалла. Çавăн пекех пĕр-пĕрне хĕретнĕ çăмарта памалла.
Мăнкун умĕн ĕмĕтленес йăла пур, тата çак ĕмĕтсене ир енне каламалла пулнă. Мĕншĕн тесен çынсем çак кун çÿлти вăйсем мĕн ыйтнине пурне те пурнăçласса ĕненнĕ.
Мăнкунран пуçласа çамрăксем урамра, вăрман уçланкисенче вăйăсем йĕркелеме тытăннă, чуччусем çинче ярăнма пуçланă.
Мăнкунпа çакăн пек паллăсем те çыхăннă:
Кам Мăнкун пĕрремĕш кунĕнче ирхи кĕлĕ вăхăтĕнче çывăрать, ăна тунтикун шыв сапнă. Мăнкун йăли-йĕркисем христиансен те, католиксен те, протестантсен те пĕрешкел. Вĕсенче пуринче те уявăн паллисене палласа илме пулать. Уяв сĕтелĕ çинче пурин те хĕретнĕ çăмарта ларать. Ăна тĕрлĕрен илемлетес йăла вара каярахпа пуçланса кайнă. +ăмарта хĕретмелли тĕп тĕс – шăпах хĕрлĕ тĕс.
Куличе сăвап тăвасси – Мăнкун йăли-йĕрки. +ак йăлана пурнăçланă хыççăн ăна çиме юранă.
Аслă типĕ вĕçленнĕ май, Мăнкун валли хатĕрленĕ пысăк та илемлĕ сĕтел çине тĕрлĕрен апат-çимĕç лартса тултарнă. Мĕнпур тăвансем пĕрле пуçтарăннă. Пурте пĕр-пĕрне çăмарта парнеленĕ, йывăçран ăсталанисем, шоколадран тунисем, пĕчĕккисем, кĕмĕл-ылтăнран, эмаллесе ункăсемпе тунисем. Вĕсене хĕрсем вăчăра çине тăхăнтартнă та мăйран çакса çÿренĕ. Сĕтел çинче кулич, пасха, çăмарта, ашран хатĕрленĕ апат-çимĕç туп-тулли пулнă. Киле пыракана пурне те хăналанă. Мăнкунра çын килнĕшĕн савăннă, вăл кам пулнине пăхса тăмасăр никама та хăна тумасăр кăларса яман. +ак çутă уявăн савăнăçне пурин патне те çитерме тăрăшнă% больницăсене, тĕрмесене парнесем ярса панă, чухăнсене тăрантарнă.
Чăвашсем тахçан Мăнкун уявне Кивĕ çула ăсатса +ĕнĕ çула хаваслăн кĕтсе илнипе çыхăнтарнă. ,лĕксенче ăна кун таврăнсан чун кĕнĕ кун – юнкун пуçланă та тепĕр юнкунч-чен палăртнă. Мăнкуна пуçланă куна Аслă Калăм тĕнĕ, юлашки кунне - Кĕçĕн Калăм.
Аслă Калăм кунĕ - çут çанталăка хисеплемелли вăхăт тенĕ. Турра пуç тайнă, пăтăпа чÿкленĕ, кĕлĕ туса, пичке пуçласа савăш курки çĕкленĕ, ĕрет палăртнă. Этем ывăлĕ-хăрĕшĕн, выльăх-чĕрлĕх ĕрчевлĕхĕшĕн, кăçал ÿсес тыр-пулшăн кĕлĕсем каланă. «Турра асăнас та, хамăрăн та наян пулас мар, вăй пухас та вăр-вар ĕçлес», – тенĕ хура халăх. Вара несĕл ваттисене аса илнĕ, вĕсем вĕрентсе хăварни вырăнлă пуласса пĕлнĕ.
Ваттисене асăнмалли куна çурта кунĕ тесех каланă. Вăл Аслă Калăм хыççăн тепĕр кунне пулса иртнĕ. çапла вара, Мăнкун эрнинче пĕр вĕçрен виçĕ пысăк уяв пынă: Калăм, Çурта кунĕ, Сĕрен.
Мăнкун хавасне ача-пăча тăванĕсем патне кайса чăх çăмарти улăштарнинчен пуçланă. Çăмарта пĕçернĕ-пĕветнĕ чухне кил-çурта тĕтĕрнĕ, пухнă çăмартасене пĕрле çинĕ чухне «çăмарта паттăрĕ» тунă.
+ăмарта сăрлама кашни хăйне меллĕ меслет суйлать. Чи анлă сарăлни _ сухан хуппи. Çавăн пекех çăмартасене хĕрлĕ кăшман, хĕрлĕ купăста, шпинат, куркума, хура чей ярса вĕретнĕ шывра сăрлама пулать. Лавк-кара сутакан апат-çимĕç сăррисемпе усă курасси те анлă сарăлнă. Кил хуçи хĕрарăмĕсем яланах мĕн те пулсан çĕнни шутласа тупаççĕ. Çăмарта чул евĕр курăнтăр тесен ăна тĕслетнĕ шыв çине рис ямалла иккен. Рис çăмарта çине пĕрпек çыпăçманран тĕсĕ яка лармасть, çавăнпа унăн ÿкерчĕкĕ мрамора аса илтерет. +авăн пекех çăмартана çиппе çавăрттарса хурсан та вăл интереслĕ ÿкерчĕклĕ пулать.
Кулич рецепчĕ
2 вăтам кулич валли%
Шурă çăнăх – 500 г
Ăшă сĕт - 150 мл
Услам çу - 100 г (çемçе пулмалла)
+ăмарта (пÿлĕм температури) - 3 шт тата 1 çăмарта шурри глазурь валли
Сахăр - 150 г
Типĕ çĕпре - 7 г
Ваниль сахăрĕ - 10 г
Иçĕм çырли - 100 г
Пĕр чĕптĕм тăвар.
Ăшă сĕтре 1 апат кашăк сахăр тата çĕпре ирĕлтерĕр, 10 минут кĕтĕр.
Çăнăха икĕ хут аллăр. Ун çине ытти сахăра, ванилин, тăвар хутăштарăр та çĕпрене ярăр.
Çакăнтах çăмартапа çемçетнĕ çу хушса ăна 7 минут миксерпа (çекĕллĕ насадкăпа) çăрмалла.
Кун хыççăн чашăка алшăллипе хуплăр та ăна ăшă вырăна лартăр. Тепĕр 50 минутран чустана çăнăхра йăваланă иçĕм (çапла тусан вăл тĕпне анса лармĕ) ярса тепĕр хут çăрăр.
Хут е тимĕр формăсене виççĕмĕш пайĕ чухлĕ тултарăр та тата 30 минут тăратăр.
180°C таран хĕртнĕ духовкăна пĕчĕк куличсене 25-30 минутлăха, пысăккисене 40-45 минутлăх лартăр.
Кулич тăррине сĕрмелли глазурь валли 1 сивĕтнĕ çăмарта шуррине 100 г сахăр çăнăхĕпе тата 1 кашăк лимон сĕткенĕпе хутăштарса лакар? Вĕри кулич çине сĕрĕр.
Август 2026 |
