НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хÿтĕлевçĕсене - Мăнкун саламĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:32 Просмотров: 214

Пысăк Упакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕ çумĕнчи шкулчченхи ушкăн воспитанникĕсем аслисем пулăшнипе ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли Мăнкун уявĕ ячĕпе открыткăсем ÿкерсе хатĕрленĕ.

Ачасем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене хăйсен ĕçĕсемпе савăнтарас, çуралнă кил, çамье уявĕ çинчен аса илтерсе çĕнĕ вăй хушма пулăшас тĕллевпе тата вĕсене çĕнтерÿпе таврăнасса пурте кĕтсех тăнине пĕлтерес тесе питĕ тăрăшса ÿкернĕ, çавăнпа саламлă открыткăсем кашнин хăйне евĕрлĕ илемлĕ пулса тухнă, ÿкерчĕксенче шăпăрлансен таса та ырă чунĕн ăшши янкăр çутă тĕссемпе тĕрленнĕ.

Открыткăсене вĕсем çийĕнчех маскировка каррисем çыхакан пункта çитерсе панă. Хальхи вăхăтра вĕсен пĕчĕк парнисем гуманитари пулăшăвĕн грузĕпе пĕрле инçет çула тухнă та ĕнтĕ. Кĕçех саламлă открыткăсем салтаксем патне те çитĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译