Эйпеç территори пайне кĕрекен ялсенчи хĕрарăмсене пĕрлештерсе тăракан канаш активисчĕсем Украинăра пыракан ятарлă çар операцийĕн участникĕсене, Мăнкун ячĕпе саламласа, посылкăсем ярса панă.
Çапла вĕсем амăшĕсен чĕрисем тылра мăшăрĕсемпе ывăлĕсен çар ĕçĕнчи ăнăçлăхĕшĕн çуннă вăхăтра фронт-ри, малти ретри салтаксене кăштах та пулин çăмăлрах пуласса шанса, хăйсем мĕнпе пулăшма пултарнине йăлт тума тăрăшаççĕ. Савнă ялтан, тăван килтен çитнĕ посылкăсене илме салтаксене мĕнешкел кăмăллă пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ, тылпа фронт пĕр чăмăрта пулнине пĕлсе тăни вĕсене çĕнĕ вăй, хастарлăхпа хăюлăх хушатех.
Гуманитари пулăшăвĕн черетлĕ тиевĕнче - хĕрарăмсем канлĕхе пĕлмесĕр çыхса хатĕрленĕ маскировка каррисемсĕр пуçне çурхи йăпе-сапара уйрăмах кирлĕ ăшă тумсемпе атă-пушмак, нумай вăхăтлăх упранакан апат-çимĕç тата ыт. те.
Амăшĕсем çавăн пекех саламлă çырусемпе открыткăсем тата кăчкă турачĕсене чикнĕ посылкăсене, чиркÿре Турă шывĕпе сăвапланă кăчкăсем салтаксемшĕн асамлă хÿтлĕх пуласса шанаççĕ-çке вĕсем. «Кăчкă сире кил вучахĕ, эпир сире чунтан кĕтсе тăни çинчен аса илтертĕр, упратăр, усала сиртĕр!» - тесе çырнă виç кĕтеслĕ çырусене кĕçех тытса вулĕç пирĕн паттăр хÿтĕлевçĕсем.
Пучинке, Энтриел, Киров территори пайĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсем те, шкулсемпе ача сачĕсем те СВОна хутшăнса Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтаксем тата госпитальсенче сывалакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухассипе тăрăшса ĕçленĕ. Çак тапхăрта хĕрарăмсем туслăн, пурте пĕр пулса, черетлĕ груз яма куллен кирле япаласем, медикаментсем, гигиена хатĕрĕсем туяннă, çавăн пекех килте ĕçленĕ минтер пичĕсемпе çивиттисене картон коробкăсене тултарнă. Кĕçех вĕсене кирлĕ çĕре çитерĕç.
Август 2026 |
