НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çурхи пĕрремĕш субботник

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2026, 10:15 Просмотров: 214

Чăваш Енре «Единая Россия» партин «Таса çĕршыв» проекчĕпе килĕшÿллĕн çуркуннехи санитарипе экологи уйăхлăхĕ пуçланнă.

Туçа ялĕнчи активистсем уйăхлăха çийĕнчех хутшăннă. Çăмăл алăллă пулса, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕллевпе ирттерекен çурхи пĕрремĕш субботнике вĕсем ыттисенчен чи малтан тухнă, пĕр шухăш-тĕллевлĕ пулса, коммуналлă хытă каяшсем пуçтаракан контейнерсен йĕри-таврашĕнче, ача-пăча вылямалли тата спорт площадкинче, астăвăма упракан мемориал палăкĕсен лапамĕнче хĕл каçипе пухăнса кайнă çÿп-çапа шăлса тасатнă. Ырă кăмăллăх ĕçĕсенче ял старости Олег Гаврилов, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ираида Ильина тата Анатолий Павловпа Алексей Ефимов, Аленăпа Зинаида Новиковасем пуçаруллă пулнă.

Кĕлĕмкассинчи активист-сем те, ĕçчен туçасенчен тĕслĕх илсе, çÿп-çап контейнерĕсен площадкисенче тирпейлĕх тăвассипе субботник ирттернĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译