Чăваш Енре аграрисене ялхуçалăх техники туянса тăкакланă укçа-тенкĕн пĕр пайне каялла тавăрма 300 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Компенсаци тÿлессине ĕçе кĕртес тĕллевпе аграрисене субсиди уйăрса памалли правилăсене улшăнусем кĕртнĕ. Çакăн çинчен ЧР ялхуçалăх министерствин пресс-служби хыпарланă.
Компенсацие иртнĕ çулхи октябрь-декабрь уйăхĕсенче туяннă техникăшăн та параççĕ. Асăрхăр, кăçал туяннисемшĕн субсиди илмелли йĕрке улшăннă.
Вице-премьер, ЧР ялхуçалăх министрĕ Андрей Макушев пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çултан пуçласа ялхуçалăх отраслĕнче тимлекенсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 5 пин единица чухлĕ техника туяннă, тавăрса панă субсиди тÿлевĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5,6 млрд тенкĕпе танлашнă.
Светлана Быкова
Август 2026 |
