Чăваш Ен Правительстви республикăри агропромышленность комплексне аталантармалли хушма мерăсене çул пама, ялхуçалăх производствине ытларах укçа-тенкĕ хывма тĕллев лартнă. Кăçалтан пуçласа ял ĕçченĕсене çĕнĕ фермăсем тума кăна мар, кивĕ объектсене çĕнетме те республика бюджетĕнчен субсиди уйăрса пама палăртаççĕ. Ку çĕнĕлĕхе ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче правительство Председателĕ Сергей Артамонов сĕннĕ хыççăн ырласа йышăннă.
Субсидипе пулăшни мĕн парать-ха? Ку таранччен пушă ларнă фермăсене юсаса çĕнетсе, хальхи вăхăтри пысăк технологиллĕ производствăсем йĕркелесе яма пулăшакан майсем уçăлаççĕ. Сентресем çинче хамăр енче туса илнĕ аш-какай ытларах пулĕ. Ялта пурăнакансем валли ĕç вырăнĕсем нумайрах уçăлĕç тата ытти те.
Çапла республика чăх-чĕп какайĕ туса илме тĕллев тытакансене пысăках мар фабрикăсем тума е кивĕ фермăсене модернизацилеме тухакан тăкаксен 30 процентне бюджетран саплаштарма шантарать.
Чăваш Енре туса илнĕ аш-какайпа пĕтĕм тĕнче шайĕнчи рынока тухма мăйракаллă шултра выльăхсен ятарлă карантин площадки кирлĕ, ăна тунă чухне строительствăшăн тăкакланă суммăн 30 процентне каллех бюджетран саплаштарма пăхнă. Çавăн пекех хăйсем туса илекен ялхуçалăх таварĕсемпе пысăк суту-илÿ сетĕсене тухма тĕллев тытнă фермерсене пĕрлештерекен «агрегаторсене» - платформăсене тĕрев парассине вăйлатасшăн.
ЧР ялхуçалăх министрĕ Андрей Макушев палăртнă тăрăх, аграрисене кÿрекен патшалăх пулăшăвĕн мерисене анлăлатса пыни хăйĕн паха çимĕçĕсене кÿмеллех, вĕсене ĕçе ярсан, «Единая Россия» федераци шайĕнче палăртнă «Раççей ялĕ» проект пурнăçланасси иккĕлентермĕ: ялхуçалăх продукчĕсене туса илесси палăрмаллах ÿсмелле. Малтанласа палăртса хунă тăрăх, çулталăкне 114 пин тонна кайăк-кĕшĕк какайĕ, 569 миллион штук çăмарта, 561 тонна сĕт туса илме планлаççĕ.
Сергей Артамонов профильлĕ ведомствăсене кĕске вăхăтра нормативлă базăна çĕнетме, çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен хушма пулăшу мерисемпе килĕшÿллĕн тивĕçтермелли укçа-тенкĕне ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсем патне çитерме хушнă.
Август 2026 |
