НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Юпал юхать йупленсе...

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 10:26 Просмотров: 166

«Пăкăян тăрăхĕн сăн-сăпатне юмахри пек илĕрту-килену параканĕ вăл - йĕри-тавралăхăн ырă хутлĕхне тытса тăракан Юпал юханшывĕ. Шăп та лăп пĕр ĕмĕр каялла кунта пуçласа куçса килнĕ малĕмĕтлĕ чăвашсем хăйсем пуçласа янă яла «Юпал» ят панă-мĕн. Кайран вара, пурте калаçса татăлнă та, авалхи йывăçсем хупăрласа илнĕ вăрманлăхра çĕкленсе ларнă поселока «Эконом» тесе чĕнме тытăннă иккен. Чăваш Енĕн Элĕк, Трак ен, Вăрнар, Тăвай тата Шупашкар енчен куçса килнĕ, йывăрлăхсенчен вуçех те хăраса тăман маттурсен нимĕнле вăй-халпа та  виçме çук хастарлăхĕпе, тусĕмлĕхĕпе эпĕ паян кунчченех тивĕçлипех мăнаçланатăп, - тет хăйне сăпка сиктернĕ тăрăх çинчен пуçланнă калаçу йĕрĕ çине укме хатĕрленнĕ Виталий Николаевич Руссков. - Хам 70 çул çуралнă куна паллă тунă май, тăванлăхпа туслăх кĕрекинче ларакан хаклă та  çывăх ентешĕмсен умĕнче çĕлĕкĕме хывсах çĕре çитиччен пуçăма таятăп. Халĕччен нумай ĕç тунине пĕтĕмлетес пулсассăн та, пирĕн вĕсене пин хут, мĕльюн хут тав сăмахĕ каламалла».

Виталий Николаевич калаçма чарăнчĕ те, шухăш тăсăмне малалла куçарма ха-тĕрленсе, самантлăха ман çине ыйтуллăн пăхса илчĕ. Акă вăл асаилусен канăç паман  тупсăмĕ патне çитрĕ пулас, сăнне илемлетекен куллине сăпайлăн ирĕлтерсе, хам чăтăмсăррăн кĕтекен сăмах-юмах йĕрĕ çине укрĕ. «Тĕлĕнмелле тăрăх ку. Пăкăян енче урăх кунашкал кĕтес çук. Турă тивлечĕпе пархатарне çак тарана çитиччен упраса хăварма пултарнă ял-йыш умĕнчи пысăкран пысăк парăма майĕпен-майĕпен татса памаллах пирĕн. Вăрнар енчен, пулăхлă та хура тăпраллă Çĕрпел тăрăхĕнчен ирĕклĕх шыраса мар, чун-чĕре ыйтакан  савăк ĕç тивлетне тупас тĕллевпе кунта куçса килнĕ чăн  чăваш ачисем чăннипех алăсене усса ларман. Вăрманлăха çĕр лаптăкне куçарса пынă вĕсем, тункатасене кăкласа пусăсем тунă, тыр-пул акса тума хăнăху илнĕ. Пурăна-киле пăкăянсемпе экономсем те  çĕрпелсем пекех начар мар тырă çитĕнтерме хăнăхса çитнĕ...».

Виталий Николаевич ытларах аслисем хăварнă ырă та пархатарлă вăхăт çинче ăнсăртран чарăнса тăмарĕ ĕнтĕ. Малтан поселокри пуçламăш  шкула, унтан Пăкăяна выртакан çула такăрланă чухне ача хăйĕн тараватлăхĕпе çирĕп те тĕреклĕ юмансемпе яштака хурăнсем усекен тăрăха чăн чăвашлăх туртăмĕпе килĕштерсе пăрахнă. Вăл  вунçиччĕри яш шăпине нимĕнпе те  мар, вăрманлăхран çĕнсе илнĕ уйсемпе çыхăнтарма тăрăшнинче темĕнле аксиома шырама кирлĕ мар.

Виталий Руссковăн ĕç кĕнекинче производствăпа, пархатарлăхпа çыхăннă  тулли йĕркесем кăна. Вăтам шкултан аттестат илсе тухиччен вăл водитель  профессиллĕ пулса тăнă. Анчах руль  умĕнче чылай хушă ларман шофер, малтан малаллах талпăнса, Киров ячĕллĕ колхозăн техника паркĕнче механикра ĕçленĕ хушăрах +ĕрпури ялхуçалăх техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕренме ĕлкĕрнĕ,  дипломне ăнăçлă хутĕлесе, Йĕпреç  районĕнчи хастар та маттур инженерсен йышне тăнă. Курнă çакна район пуçлăхĕсем. Колхоз ертуçине шыраса нумай тертленмен вĕсем, 1981çулта çирĕм пиллĕкрен тин кăна иртнĕ çамрăка пуçлăх пуканне шанса панă. Йĕпреç тăрăхĕнчи ăста  специалистсенчен вĕренсе тата малтисен технологийĕсене çул парса пырса, Виталий Руссков çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем илессине çултан-çулах устернине хăйĕн тĕллевлĕ талпăнăвĕпе çирĕплетме те, ял-йышпа пĕр чĕлхе тупса тăрăшма та пултарнине 24 çул хушшинче уçăмлăн кăтартса панă. Ăна 2005 çулта «Районти чи лайăх ертуçĕ» хисеплĕ ятпа чысланине манса кайман-ха эпир. «Колхоз пурнăçĕшĕн хамран мĕн килнине пĕтĕмпех турăм тесе калама хăюлăхăм çитмест пулсассăн та, пĕрлешуллĕ хуçалăх тытăмне саланма памарăм, -  тет паян Виталий Николаевич,  хăй хыççăн хăварнă тумхахлă çул енне çаврăнса пăхнă май. - Эпир ял хуçалăх производствин пур отрасльне те аталантарса пынă. Акăнман пусăсем пулман вăрманлă тăрăхра. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине те пурнăç ыйтнă пек туса пынă. Пĕр вăхăтра хуçалăхра кроликсем ĕрчетме тытăннăччĕ. Пĕлетĕр-и, çак меслете кăмăлллакансем ытти  çĕрте те тупăнчĕç кайран. Хăй вăхăтĕнче пирĕн колхоз усă куракан çĕрсен кашни 100 гектарĕ пуçне сĕт туса илессипе республикăра пĕрремĕш вырăн тытса пынă. Кульцавсене те хыçа хăварнăччĕ...»

«Малтан мала талпăннăçем хутшăнмаллах çитĕнусем» теме юратакан  колхоз ертуçине 2005 çул пуçламăшĕнче çĕнĕ ĕç кĕтсе тăнă иккен.  Виталий Николаевича «Вăрнарти аш-какай комбиначĕн» «Рассвет» предприяти директорне лартнă.

Аш-какай туса илес ĕçре çултан-çулах  лайăх кăтартусемпе савăнтарнă предприяти Виталий Николаевич директор тивĕçне пурнăçласа пынă тапхăрта Чăваш Республикин «Агроинновацисем» ЗУП çирĕплетнĕ «Агро-100» клуб членĕ пулнă.  Кунта вăй хурса та пĕтĕм пултарулăхне  парса ĕçленĕ тапхăр çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ Чăваш Республикин  ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

«Рассвет» предприяти Йĕпреç районĕнче туса илекен аш-какайăн 85 процентĕнчен кая мар панă. Сысна ĕрчетекенсем хăйсем усă куракан ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкне устерсех пыраççĕ.

Виталий Николаевичăн калаçăвĕнчен çакна асăрхарăм: вăл икĕ алла пĕр ĕç пултăр текен çынсене хисеплет, вĕсем вара, Архимед рычакĕ пек, пĕтĕм тĕнчене ним те мар çавăрса хума пултарĕç, тет. Ăçта йывăр - çавăнта çул тытать чăваш. Ăна Курил утравĕ таранах чыслаççĕ. Ытла сахал туленĕ çĕрте те чăвашах тăрмашать. Пăрахса  каяс шухăшпа асапланмасть вăл.  Ырă çын панă чĕлĕ çур çăкăра тăрать, тенĕ ватă ăсчах. Виталий Николаевич хăй те çамрăкранах кирек хăш япалана та ырă кăмăлпа тăвассине тĕпе хунă. Унăн çемйи пурăнакан çурт пурне те хăй енне кăчăк туртса илĕртет. Юмахри асамçă çуртне аса илтерет вăл. Шала ура ярса пуссан вара - çавăнтах çăтмаха кĕнĕнех туйăн хăвна.  Пĕр туртари пек килĕштерсе пурăнать мăшăр. Виталий Николаевичпа Людмила Мефодьевна пĕрлешнĕренпе  çитес çул çур ĕмĕр  çитет. Пирĕн районти Туçа ялĕнче çуралса уснĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă хĕрарăмпа çавăн чухлĕ  çул пурăнса çукран пур туни, мĕн пуррине çак таранчченех хушса пыни савăнтарать ĕçченлĕхпе тусĕмлĕхе килĕш-терекенсене. Чăвашăн чăн вăйне  хисеплеççĕ вĕсем иккĕшĕ те.  Кирек мĕнле ĕçе те килĕшу-çураçу çеммине тĕпе хурса тăваççĕ Руссков-сем. Ачисем те ашшĕпе амăшĕн пил-халалĕсене ăша  хывса уснĕ. Ывăлĕсем – Андрейпа Сергей тата Саша – пурте автомеханиксем. Ашшĕ сăмахĕнчен  шит те иртмен вĕсем. Кĕçĕн хĕрĕ Таня амăшĕн халаллăхне  тĕпе хунă. Мускав çывăхĕнче пурăнаканскер ырă ĕç тумасăр пĕр кун та ирттермест. Руссковсен ачисем пурте пархатарлăхпа тивлетлĕхе чи мала хураççĕ, пĕр-пĕр ĕç тума тăрсан ваттисен сăваплă пилĕсене аса илеççĕ. «Ватă çын тĕнчене тытса тăрать», - тесе ăнсăртран персе яман ĕнтĕ тĕнче пуçланнă чухне ватă чăваш. Руссковсен çемйине те çав ушкăнах кĕртес килет манăн.

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мария Терентьевнăпа Николай Сергеевич Руссковсен ĕмĕрне тăван халăхăн ырăлăхĕпе тараватлăхĕшĕн панă ывăлĕ Виталий Николаевич çут тĕнчене килнĕренпе çичĕ  теçетке çул çитрĕ. Çак тапхăрта çĕрпе пĕлĕт хушшинче ларакан Эконом поселокĕ килĕшуллĕ те киленуллĕ  çынсен пĕрлĕхĕн тивлечĕпе малтан та малалла утса, çĕнĕ усĕм-çитĕнусен никĕсне çи-рĕплетсех пырать. Юпал шывĕ те, хăйĕн вĕçсĕр çаврăмне ыттисене кăтартам-ха тесе, пĕр чарăнусăр малаллах талпăнать. Тăван тавралăх илемĕпе кăмăлĕ туличчен киленме юратакан юбиляр вара, Пăкăяна çĕнĕ сăн курекен хурăнлăх хĕррипе васкамасăр утнă май, кун-çул кĕнекин çĕнĕ страницисене çырас шухăш-ĕмĕтпе хавхаланса çунатланать... Хăрах çунатăн тĕрекĕ çук. Юнашарах - нимĕнле хакпа та виçейми юратнă мăшăрĕ.

Геннадий Кузнецов 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译