НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тĕрĕс, вăхăтра апатлансан, сывлăхлă пулан

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2026, 10:22 Просмотров: 163

Сывлăха çирĕплетмелли тата сывă пурнăç йĕркине йĕркелемелли чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри - апатланăва йĕркелесси. Тĕрĕс апатланни сывлăха упрама, вăй-хал хушма тата иммунитет хÿтĕлевне ÿстерме май парать.

Çак кунсенче Шăрттан ял вулавăшĕнче çамрăк вулакансем валли «Тĕрĕс апатлану пирки калаçар» сывлăх урокĕ иртнĕ. Библиотекарь çак ыйтусем çинче чарăнса тăнă, апат шутне мĕн кĕрет тата шкул ачисен кунне миçе хутчен апатланмалла?

Апатланури тĕп йăнăшсене палăртнă. Вĕсенчен пĕри - ирхи апат çименни (пĕр стакан чей е какао çеç ĕçни). Иккĕмĕшĕ - час-часах бутербродсем çини. Тата тепĕр йăнăш - каçхине апат çисе хырăма тултарни.

Сывă апатлану никĕсĕнче çак правилăсем выртаççĕ, ирхине апат çимеллех; кăнтăрла шкулти столовăйĕнче паракан вĕри апатпа апатланăр; çывăрма выртиччен 2-3 сехет маларах çăмăл апат çимелле. Ирхи апат, кăнтăрлахи тата каçхи апат, çĕнĕ улма-çырла е йÿçĕтнĕ сĕтлĕ шĕвек апат-çимĕç хушшинче çăмăл çырткаламалли те пĕлтерĕшлĕ. Çапла вара ачан кунне 5 хут апат çимелле. Рационра кашни кун мĕнле те пулсан пахча çимĕçпе улма-çырла, сĕт тата сĕт-çу продукчĕсем пулмалла. Аш-какай, кайăк, пулă тата çăмарта та кĕртмелле.

Сахăр тата кондитер изделийĕсем, чипс, снек, фаст-фуд çиессине, газлă пылак шывсене ĕçессине чакармалла.

Çакна та асра тытмалла: апатланас умĕн яланах алла супăньпе лайăх çумалла, апат-çимĕçĕн срокне тата упранакан условийĕсене тимлĕн сăнамалла!

Малалла ачасем тĕрĕс апатлану çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕсленĕ. Апат çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ, «Юмахри викторина» ыйтăвĕсене тавçăрнă, «Тутлă кроссворд» хуравĕсене пĕлнĕ, сиенлĕ те усăллă апат-çимĕçе тишкернĕ, кашниех усăллă апатсенчен мĕн юратнине каланă. Тĕлпулу вĕçĕнче кашниех пĕчĕк парне илнĕ.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译