Вăрмана çĕр чăмăрĕн ÿпки теççĕ. Çавăнпа ăна упрамалла, вут-çулăм тухса шар кăтартасран сыхламалла.
Вăрманта пушар тухни - калама çук пысăк инкек, ăна сÿнтерме çăмăл мар тата вут-çулăм çутçанталăка питĕ пысăк сиен кÿрет. +ав шутрах вăрман çывăхĕнче пурăнакансем кил-çуртсăр тăрса юлас хăрушлăх та пысăк.
Республикăри вăрмансенче пушар тухас хăрушлăха чакарас, ăнсăртран сиксе тухнă чрезвычайлă лару-тăрăва вăхăтра тупса палăртас, хăвăрт сирес енĕпе пурин те хатĕр пулмалли, çак ĕçсене тимлĕхре тытмалли çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушу кăларнă.
Çак хушупа тата «Экологи ырлăхĕ» («Экологическое благополучие») программăпа килĕшÿллĕн республикăри вăрман хуçалă-хĕсенче ятарлă тактикăллă вĕренÿсем ирттереççĕ. Акă мартăн 24-мĕшĕнче Йĕпреç вăрман хуçалăхĕ те çак ĕçе пурнăçланă. Вĕренĕве вăрман хуралĕн ĕçченĕсемсĕр пуçне Йĕпреçри 28-мĕш пушарпа çăлав тата газ службин, полиципе медицина ĕçченĕсем хутшăннă.
Специалистсем «пушар тухнă» вырăна çийĕнчех тупса палăртнă, ăна ял еннелле куçма паман, сÿнтернĕ. Пурте хăйсен ĕçне оперативлă пурнăçланă.
Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть - паянхи куна пушар ăçта алхаснине çĕнĕ технологисемпе - пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе - усă курса пулăшу ăçта ямаллине кĕске вăхăтра тĕрĕс палăртаççĕ. Çакă çулăмпа кĕрешекенсене инкек вырăнне вăхăтра çитме, çăлав ĕçĕсене хăвăрт пуçăнма май парать. Çавăн пекех вăрман хĕррисене сарлака тата тарăн сухалса тухни вут-çулăма чарма май паракан лайăх мелсенчен пĕри пулнине палăртнă.
Чăваш Енĕн çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ, «Экологи ырлăхĕ» проектăн регионти координаторĕ Эмир Бедертдинов специалистсен ĕçĕсене лайăх хак панă: «Вĕренÿ вăхăтĕнче вучахсене тупассинчен пуçласа васкавлă службăсене явăçтарасси тата документсене хатĕрлесси таранах пур тапхăра та ăнăçлă туса ирттернĕ», - тенĕ вăл.
Анна Михайлова
Август 2026 |
