Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕнче республикăри муниципалитетсем хушшинче пилĕк çĕнĕ маршрут рейсĕсем уçăлĕç. Çакăн пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Маршрутсене йĕркелес ыйтăва татса пама Сывлăх сыхлав министерстви тата «Единая Россия» парти («Хăрушсăр çул-йĕр» проект) хутшăннă. Çитес вăхăтра автобуссем, Куславкка - Çĕнĕ Шупашкар, Йĕпреç - Канаш, Элĕк - Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă - Патăрьел, Елчĕк – Патăрьел маршрутсемпе çÿреме пуçлĕç. Çак маршрутсене ахальтен мар суйланă - çынсене çывăхри сиплев учрежденисене çитсе килме çăмăлрах, меллĕрех пулĕ тесе шутлаççĕ.
Сăмах май, Йĕпреçрен Канаша çитме карттăпа билет туянакансен 108 тенкĕ тÿлемелле пулĕ, укçалла илекенсем билета 87 тенкĕпе туянĕç.
Август 2026 |
