Иртнĕ вырсарникун Йĕпреçри культура аталанăвĕн центрĕ хамăр округри илемлĕ пултарулăх коллективĕсен 57-мĕш фестивалĕн участникĕсене хапăл туса йышăнчĕ. Черетлĕ концерта шкулсенче вĕренекен ачасен ушкă-нĕсемсĕр пуçне Кĕлĕмкасси тата Хурамал салисенчи культура вучахĕсем çумĕнчи пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç. Халăх таланчĕсен юрри-ташшисене пăхса савăнма куракансем те йышлă пуçтарăнчĕç, залра пушă вырăн юлмарĕ те темелле.
Çулсеренех ирттерекен йăлана кĕнĕ фестивале кăçал Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Çавна май 7 номертен тăракан концерт программине коллективсем Раççее, тăван кĕтесе, туслăхпа пĕрлĕхе мухтакан юрă-кĕвĕсене ытларах кĕртнĕ.
Акă Кĕлĕмкассинчи культура çурчĕн программинче «Милая печальница - Россия», «Тăван ял урамĕсем» юрăсем пулчĕç, «Тарават» ушкăна чăмăртаннă юрăçсем темиçе сасăпа пĕр пулса юрра илемлĕн кăна янраттарчĕç. «Хамăр тăрăхри авторсен хайлавĕ» номерте «Мерчен» ансамбль Анна Тумаланова сăмахĕсем тăрăх Владимир Федоров кĕвĕленĕ «+иччĕ виç те пĕрре кас» юрра шăрантарчĕ. Алена Прокопьева парнеленĕ «Çăлтăр çукчĕ тÿпере» юрра та жюри членĕсемпе куракансем кăмăлласа йышăнчĕç. «Энергия» ушкăн «Туслăх кăшăлĕ» ташăпа, Мария Петрова «Тăхлан монологĕпе» куракансене тыткăнларĕç. «Йăлтăм» фольклор ушкăнĕ анатри чăвашсен туй йăли-йĕркине кăтартрĕ, ĕлĕкхи чăваш тумĕллĕ туй маткисен юррине, такмакĕсене, ирĕксĕр качча каякан хĕр йĕррине итлеме питех те кăсăклă пулчĕ. Программăна сцене çине кăларма культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Надежда Никандрова, ташăсене лартаканĕ Ева Петрова, Виталий Дмитриев гармонист нумай тăрăшни курăнать.
Хурамалти культура çурчĕн артисчĕсем те вăйлă хатĕрленнĕ кăçалхи фестивале, вĕсен кашни номерĕ хăйне евĕрлĕ шедевр пек чаплă пулса тухнă. Хор шăрантарнă «Ты Россиюшка моя», «Чечеклен, юратнă Чăваш Ен!» юрăсем чуна кĕрсе вырнаçмалла çепĕççĕн те мухтавлăн янăрарĕç. Наталия Маркова хăй çырнă «Единство под тремя солнцами» монолога чĕрене пырса тивмелле интонаципе вуларĕ. Ун хыççăнах сцена çине арçынсен «Кăйкăр» ансамблĕ тухрĕ, В. Степанов гармонист кĕвĕ каланă май «Тăван ял» юрă залра ян! янраса тăчĕ, ăна куракансем хыттăн алă çупса йышăнчĕç. «Незабудки» ушкăн Надежда Керимова лартнă «Матушка земля» ташăпа тухрĕ халăх умне, вăл та пысăк хака тивĕçрĕ. С. Носкован «Кольчики» юрри те, «Алтшав» фольклор ушкăнĕн «Çĕнĕ пÿрт ĕçки» номерĕ те ăнăçлă, жюрипе куракансен кăмăлне каймалла пулса тухрĕç. Зал тăвăллăн алă çупрĕ.
Жюри членĕсем ял артисчĕсем кăтартнă номерсене хакласах пычĕç, тивĕçлĕ балсем лартрĕç, пĕтĕм коллектив сцене çине тухса хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн, балсене пĕтĕмлетсе, çĕнтерÿçĕсене палăртĕç.
Фестиваль вĕçленмен-ха. Тепĕр концерта эсир те çитсе курăр!
Светлана Быкова
Август 2026 |
