Шупашкарта, Трактор тăвакансен культура керменĕнче, халăх юррин чăн-чăн уявĕ – Пĕтĕм Раççейри хор фестивалĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Çак анлă мероприятие Чăваш Енĕн 16 муниципалитет округĕнчен чи лайăх 30 коллектив хутшăннă, вĕсем хор искусствин мĕнпур пуянлăхĕпе илемне кăтартса пама пултарнă.
Фестивале хутшăнакансем хушшинче Кĕлĕмкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Тарават» халăх хорĕ те пулнă. Коллектив, уява репертуарăнчи юрă-çемĕпе илем кÿрсе, тепĕр хут хăйĕн пысăк шайне çирĕплетнĕ. Артистсем савнă ене юратнине тараннăн уçса паракан «Тăван ял урамĕсем» (кĕвви те, сăвви те Н. Карлинăн) юрра тата чуна пырса тивекен «Милая печальница Россия» (кĕвви В. Левашовăн, сăвви В. Моряковăн) композицие Максим Дмитриев ăста баянист ертсе пынипе куракансен кăмалне çĕклемелле илемлĕ шăрантарнă. Хĕрарăмсен ушканĕ «Хура вăрман каснă та» чăваш халăх юррине баянсăр (a cappella) юрласа тĕленмелле уçă сассисемпе куракансене те, тÿре пайташĕсене те тытканланă.
Халăх хорне чылай хушши ĕнтĕ Надежда Никандрова талантлă музăкçă ертсе пырать. Коллектив çулран çул тĕрлĕ шайлă фестивальсемпе конкурссене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене йышăнать, ялта, округара, çавăн пекех республика шайĕнче иртекен концертсемпе куравсенче куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать.
Фестивальте «Тараватăн» кашни номерне тăвăллăн алă çупса йышăнна, артистсем сцена çинче кăтартнă ăсталăха тивĕçлипе хакланă. Конкурса вокал ушкăнĕсен ертÿçисен семинарĕнче пĕтĕмлетĕç.
Хамăр инф.
Август 2026 |
