НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Наркоз витĕмĕнчи тĕлĕк

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 10:08 Просмотров: 210

Калав

(Малалли)

Чÿрече янахĕ çине хăпарса ларчĕ, икĕ аллипе чĕркуççийĕсене çупăрларĕ. Мăкăлĕсене курчĕ те ĕсĕклесех йĕме тытăнчĕ. Килтисем илтесрен шикленсе макăрнăран пырсăр йытă уланă евĕр тухрĕ унăн сасси. Куляну, тарăху, çилĕ пĕрлешрĕç. Çак виçĕ туйăм ÿте-чуна пĕр харăс кĕрсен чăтма питĕ йывăр. Хунар çутипе урамалла пăхрĕ хĕрача _ çÿллĕ мар. Кантăка ерипен уçрĕ те умри пахчана вăшт сикрĕ. Чÿречене хăй хыççăн хупса алли чĕтрекен пуличчен йĕчĕ. Унтан смарт-фонĕнчен социаллă тетелти хăйĕн страницине кĕчĕ те çĕнĕ пост çырса хучĕ: «Пĕлетĕр-и, манăн пурăнас килет…»

…Мускав. Николай Блохин ячĕллĕ онкологи центрĕ. Çирĕм виçĕ хутлă питĕ капмар çурт. Таньăн çĕр каçа пуйăс кăлтăртатнине итленипе, хĕвĕшекен халăхлă метрона анса курнипе çуралнă хавас туйăмĕсем туххăмрах чăл-пар саланчĕç. Больницăн йышăну пÿлĕмне кĕрсенех тăр-тăр чĕтреме тытăнчĕ вăл. Пĕрине, кÿмере ларакан арçын ачана, амăшĕ кашăкпа апат çитерет. Хăй пĕчĕк мар ĕнтĕ - сăнран пăхсан, пĕр вунă-вун икĕ çулсенче. Теприн, самай чипер сăнлă хĕрĕн, парикĕ хывăнса ÿкнĕ те ашшĕ ăна урайĕнчен илсе тăхăнтартрĕ. Виççĕмĕшне юнашар ларакан тенкелсем çине вырттарнă - темĕскер питĕ ыратать пулмалла, йывăррăн йынăшать. Больницăн коридорĕсенче те, лифтра та Таньăпа амăшĕ кÿмепе çÿрекенсене, шакла пуçлисене татти-сыпписĕр курчĕç. Хăшĕ-пĕрин куç харши те юхса тухнă. Çĕр çинчи усал шыçăпа чирлĕ мĕн пур çынна çакăнта килсе янă тейĕн - питĕ нумаййăн вĕсем.

- Мăнукăм, - тухтăр пÿлĕмĕ умĕнче черет кĕтсе ларакан Таня умне пĕшкĕнчĕ ватă хĕрарăм. - Чиперккеçĕм, пирĕшти пек тасаскерĕм, сана ку больницăра урăх курам мар. Сывалса телейлĕ пул. Юрать-и?

Хăйне тĕлĕк серепинчен хăтăлайман çын пек туякан хĕрача кинемее шантарнăн пуçне вылятрĕ…

Анчах вăл икĕ эрне ирсерен тĕрлĕ йышши анализ парса, кун каçа икĕ-виçĕ ультрасасăллă тĕрĕслев витĕр тухса ывăнса çитрĕ. Пĕрмай пуçĕ çаврăнчĕ, хăсăк килчĕ. Мăкăлĕсене пула уксахламах тытăнчĕ. Ватă çынна сăмах парса пуç сĕлтни чăна килмест пек туйăнма та тытăнчĕ ăна. Кравать пуçне ларчĕ те чĕркуççинчи шыççисене ачашласа: «Ÿсетĕр-и-ха, манăн ылтăнăмсем?» - тесе макăрчĕ.

Амăшĕн хăлхине те кĕчĕç çав сăмахсем. Кун пек чухне куçра пăчăртанакан куççуле епле чармалла. Аля кăкшăмран шыв ярса ĕçнĕ пек туса пуçне чÿрече еннелле çавăрчĕ. Çап-çутă тумламсем сăрă-писев мĕнне хурлăх килсе çапнăранпах манăн пит тăрăх шăпăр-р! юхса анчĕç.

- Анне, эпĕ вилетĕп-и? - чĕрине хĕçпе çурнăн илтĕнчĕ хĕрĕ калани. Амăшĕ çавăнтах хăйне алла илчĕ. Куççульне Таня сисмелле мар шăлса типĕтрĕ.

- Мĕскер калаçатăн эсĕ? Акă операци тăвĕç те киле таврăнăпăр. Унчченхи пекех пурăнма тытăнăпăр, - хĕрне пырса ыталарĕ амăшĕ, анчах Мускаври тухтăр сăмахĕсем ăна аçа çапнăн аташтарчĕç% «Лăплантарса нимĕн те калаймăп. Ку диагнозран вилекен йышлă. Ачасемпе çамрăксен саркома уйрăмах хăвăрт аталанать, ураран часах ÿкерет».

- Киле таврăниччен пирĕн «Третьяковкăна» та çитсе курмалла, - хĕрне тунсăхлă шухăшсен танатинчен кăларас тесе пуплерĕ Аля. Тахçантанпах йăл кулман хĕрĕн сăнĕ çуталчĕ…

Çулĕ тикĕс пулсан та, урапа пĕр йĕрпе кусмасть çав. Амăшĕ шаннă пек те, Таня кĕтнĕ евĕр те килсе тухмарĕ. Тăван тăрăхне те тÿрех таврăнаймарĕç вĕсем, картина галерейине те çитеймерĕç. Ултă сехете тăсăлнă операци хыççăн хĕрачан диагнозĕ çирĕпленчĕ. Сиплекен врач хими терапийĕн сакăр курсĕ витĕр тухмаллине пĕлтерчĕ.

Сакăр курс… Пĕрине чăтса ирттерме те питĕ хĕн. Çавăн чухлĕшне епле тÿсмелле? Пирвайхи хыççăнах Таньăн пуçĕнче виçĕ пĕрчĕ çÿç те юлмарĕ. Тĕкĕртен тинкермессерен килте, амăшĕн кивĕ япалисен хушшинче, выртакан иртнĕ ĕмĕрхи шакла пуканене аса илчĕ. Чаплăраххисем пулсан та пĕчĕкрех чухне Таня ăна туртса кăларатчĕ. Вылянипе кăна çырлахмастчĕ, кирек ăçта кайма çула тухсан та пĕрле илетчĕ. Амăшĕ хăй ача чухне ăна Натали тесе чĕннĕрен Таня та çапла каласа ачашлатчĕ.

_ Анне, эпĕ - чисти Натали, - терĕ хĕрача. Анчах мĕн пирки сăмах пынине Аля çав самантрах ăнкараймарĕ, Таня аса илтерсен кăна тавçăрчĕ.

_ Манăн ăна çупăрласа ларас килет. Иксĕмĕр те çÿçсĕр - аппăшĕпе йăмăкĕ пек курăнăпăр, - калаçрĕ хĕрача. Чир ăна ачалăхран вăхăтсăр кăларчĕ, ир аслăлантарчĕ тесе пăшăрханнăччĕ амăшĕ. Çук иккен. Вăл ача пулма пăрахман-ха.

Чун тĕпренчĕкĕн таса ĕмĕтне хирĕç  - каяйăн-и? Аля килне шăнкăравласа мăшăрне Мускава шапаша çÿрекен арçынсенчен çав пуканене парса яма ыйтрĕ. Ăна алла илсен Таня шкула вĕренмесĕр кайнă çĕртех «пиллĕк» илнĕ пек савăнчĕ - самантлăха хăйĕн чирĕ пирки те манчĕ-и, тен...

Вăхăт нумай та иртмерĕ - Таня пукани çинчен манчĕ. Туссем тупрĕ. Пурте хăй пекех йывăр чирпе кĕрешеççĕ. Вĕсем каçсерен пĕрле пуçтарăнса ларса çамрăксем валли ÿкернĕ илемлĕ фильмсене сÿтсе яваççĕ, ĕмĕтленеççĕ. Операци хыççăн химие пайăрка терапийĕн курсне хăйсен хулинчи больницăра тухнăран пĕчĕк пациентсем улшăнсах тăчĕç.

Таня нумайăшĕнпе туслашрĕ. Пĕри те тепри килĕсене кайсан та çыхăнăва татмарĕ, мессенджерсенче, социаллă тетелсенче çыру çÿретрĕ. Миланăна, ав, Германие илсе кайнă, унта сипленет, Гриша чире парăнтарнă та шкула çĕнĕрен таврăннă - халĕ хăйĕнчен çулталăк кĕçĕнреххисемпе вĕренет. Ÿт ракĕнчен сывалнă Даша анимепе интересленме тытăннă - картинисене яппунсем хурăмлă ÿкерсе Таньăна та яра-яра парать. Çапах пуринчен ытла вăл Андрейпа çывăхланчĕ.

Каччă - вун пиллĕкре. Амăшĕ çĕре кĕрсен, ашшĕ хыпарсăр çухалсан вăл кукамăшĕпе кăна тăрса юлнă. Анчах инкек-синкекĕн пĕчченшеррĕн мар, тапăрпа çÿресси йăлара пур. Çывăх çыннисемсĕр тăрса юлнă хыççăнах Андрей усал шыçăпа чирлени паллă пулнă. Унăн та амакĕ Таньăнни пекех. Анчах чир тата шаларах кайнă пулмалла - урине чĕркуççи тĕлĕнченех татнă.

Халĕ вăл протезпа çÿрет. Хăй çав тери хаваслă, кĕнеке вулама кăмăллаканскер шÿтлеме те ăста. Коридорти сак çине тухса лараççĕ те тем çинчен те пуплеççĕ. Тин çеç Андрей ăна викингсем пирки каласа кăтартатчĕ, халĕ акă ТикТокри кĕске видеосене куç илмесĕр пăхаççĕ.

Таня йĕкĕте черетлĕ хут ытараймасăр сăнарĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче выртакан-скерĕн йăл кулли  актерăннине, леш Данила Козловскинне, аса илтерчĕ, куç шăрçи те ав мĕн тери илĕртÿллĕ, хуп-хура. Э, тăхта-ха, çÿçĕ те йăм хура иккен. Шăрт пек тапса тухнăскере Таня тытса пăхмасăр чăтаймарĕ. Шуранка аллипе перĕнчĕ кăна - çав самантрах тартрĕ, чĕрĕп йĕппи пек тирет.

_ Эпир ялта пурăнатпăр, пирĕн унта пахча та, сад та пур. Пĕррехинче, пан улми пуçтарнă вăхăтра, чĕрĕпе курах кайнăччĕ. Тытса пăхса алла ыраттарнăччĕ. Санăн та çÿçÿ унăнни пекех, - сасăпах кулчĕ хĕрача.

- Санăн çÿçÿ мĕн тĕслĕ? - интересленчĕ Андрей.

- Шăтсан курăн, - именсе кайрĕ Таня.

…Больница чÿречинчен пăхсан халĕ симĕс курăк та курăнмасть, унта-кунта пăт та пат ÿсекен йывăçсем те тахçанах çулçă тăкнă, тавраллах юр выртать. Анчах вăл шурă мар - талккишпех çырăрах тĕслĕ, çул хĕрринчи вара - хуп-хура, тĕнчери мĕн пур мунча мăрйинчен кăларнă хăрăма çакăнта килсе сапнă тейĕн.

Çĕнĕ çула та Таньăн сыватмăшрах кĕтсе илме тиврĕ. Телее, палатăра вăл амăшĕпе кăна пулмарĕ, Андрейпа кукамăшĕ те пырса ларчĕç. Сехет вун иккĕ шаккиччен хĕрача социаллă тетелти хăйĕн страницинче черетлĕ пост шăрçаларĕ: «Çĕнĕ çулта пуç уснă мăшăра% «Ан хурланăр, сирĕн ача пулать», - теччĕр. Ватăлнă ашшĕ-амăшне ывăлĕсемпе хĕрĕсем: «Тунсăхласа çитрĕмĕр. Кĕтĕр! Эпир пыратпăр», - теччĕр. Чирлĕ кашни çыннах тухтăрсем: «Эсир сывă!» - теччĕр». Никамран малтан ку сăмахсен айне Андрей «лайк» пусрĕ. Çавăнтах комментари çырчĕ% «Врачсем каланă диагноза ан ĕненĕр, суран пĕр кĕтмен çĕртен сипленĕ. Пурăнас килни ăнланма йывăр чиртен самай вăйлăрах».

…Хăнăхсан тамăкра та çăмăл теççĕ-и-ха? Таньăпа амăшĕ Мускаври больницăра çур çул выртса тăчĕç. Андрейпа кукамăшĕ килне вĕсенчен икĕ эрне маларах кăна кайрĕç. Апла пулин те çак тапхăрта çул çитменскерсем пĕр кун та калаçмасăр тăмарĕç, видеоçыхăну мелĕпе шăнкăравласа темиçешер сехет пуплерĕç, яланхиллех шÿтлерĕç, кулчĕç. Акă Таньăна та больницăран кăларассине пĕлтерчĕç. Мĕн тери савăнчĕ вăл! Тинех килне таврăнĕç. Хăрушши хыçра ĕнтĕ халĕ…

Амăшĕ манман иккен. Темиçе сумка йăтса утаканскер ăнсăртран:

- Хĕрĕм, пирĕн Третьяков галереййине каймаллаччĕ-çке. Çаврăнса килер, - терĕ.

- Çавăн пек пысăк хутаçсемпе çÿремĕпĕр. Унта уяв кĕпи тăхăнса, хулран пĕчĕк чаплă сумка çакса каймалла, - мăн çынла калаçрĕ Таня. - Юлашки кун пурăнмастпăр. Тепрехинче ятарласа килсе курăпăр. Андрей та пĕрле пыма шантарчĕ.

Малалли пулать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译