НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тутлă çимĕç туса илес тесен

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 09:32 Просмотров: 214

Кашни кил хуçи мĕнле ÿсен-тăран тата ăна хăçан лартмаллине маларах палăртса хурать. Никамшăн та вăрттăнлăх мар - лайăх тухăç илесси вăрра хăçан акнинчен нумай килет. Çавăнпа нумайăшĕ уйăх календарьне пăхăнса акма, лартма тăрăшать.

Калас пулать, февраль - вăрăсем акмалли чи ирхи тапхăр. Хăшĕ-пĕрисем помидора пуринчен малтан çиес тесе шăпах çак уйăхра акаççĕ. Анчах та çак уйăхра аксан вĕсене çутăпа ăшă çитеймест, шывпа та тивĕçтерме кансĕртерех. Ятарласа искуствăлла çутă лартса парсан кăна калчасем часах шăтса тухĕç тата çирĕп пулĕç.

Пуш уйăхĕ помидор калчи валли вăрăсем акмалли чи лайăх тапхăр шутланать. Уйрăмах уйăхăн пĕрремĕш çурри тата юлашки кунĕсем лайăх. Çак вăхăтра уйăх ÿссе пырать, ÿсен-тăрана ÿсме лайăх витĕм кÿрет. Сăмах май, помидор калчине лайăххăн ÿссе çитме икĕ уйăх кирлĕ.

Пылак пăрăçа вара уйăхăн варринче лартсан аванрах. Кая юлса пулакан сортсене пушăн 25-30-мĕшĕсенче акмалла.Калчана çĕртме уйăхĕнче уçă çĕре куçарса лартмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译