Хурамал салинче пурăнакан Зоя Ивановна Тимофеева 95 çул тултарчĕ. Паллă пулăмпа ветерана Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн ятарлă саламлă çырăвне, Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Игорь Семеновăн салам открыткине, чечек çыххи, асăнмалăх парне парса Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов ăшшăн саламланă, ырлăхпа сывлăх, телей, лăпкă кунсем суннă.
Зоя Ивановна 1931 çулта пуш уйăхĕнче çуралнă. Мĕн ачаранах йывăрлăхсене тÿсме тивнĕ унăн. Вунă çулта чухне хаяр та тискер вăрçă пуçланнă. Ялсенче вăйпитти çынсем юлманнипе йывăр ĕçсем ачасем çине те тиеннĕ. ,çпе пиçĕхсе, çити-çитми пурнăçа пула нуша-терт тутанса ÿснĕскерсем çăкăр хакне никамран лайăх пĕлнĕ.
Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăл пулман, ун чухне пурте пĕр тĕллевпе, çĕршыва ура çине тăратас тесе кар тăрса ырми-канми тăрăшнă. Зоя Ивановна йышран нихăçан та юлман, ĕçре яланах хастар пулнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра вăй хунă.
Зоя Ивановна чăннипех те пуян çын - вăл ултă ача амăшĕ, тата унăн 21 мăнук. Вĕсем амăшне, асламăш-кукамăшне питĕ юратаççĕ, унпа мухтанаççĕ, хаклă çыннин лăпкăлăхĕпе канлĕхне упраççĕ. Çемье пысăк пулни, çывăх çынсем пĕр-пĕрне хаклани, тăвансем юнашар пулни, тĕрев парса пыни пысăк телей.
Анна Михайлова
Август 2026 |
