Ĕнер, пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Йĕпреç муниципалитет округĕнчи ялхуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсем - агрономĕсемпе инженерĕсем - çур аки умĕнхи конференцие пухăннă. Мероприятие çавăн пекех администрацин, профильлĕ ведомствăсен представителĕсем, поставщиксем хутшăннă.
Конференци икĕ тапхăрпа иртнĕ, малтанхи пайĕнче пĕрлехи ыйтусене сÿтсе явнă, тепĕр пайне практикăпа çыхăнтарнă. «Импери» агрофирма» тулли мар яваплăхлă организацин генеральнăй директорĕ Андрей Курников хăй ертсе пыракан хуçалăхĕпе, хĕллехи управра ларакан техникăпа паллаштарнă, хальхи йышши машинăсене çурхи хĕрÿ ĕççие кăларма хатĕрлени çинчен каласа кăтартнă.
Унтан мероприятие хутшăнакансем Чăваш Тимешри культура çуртне куçнă. Кунта вĕсене муниципалитет пуçлăхĕ Игорь Семенов конференци уçăлнă ятпа саламланă, кăçалхи тухăçшăн кĕçех пуçланакан кĕрешĕве _ çур акине _ ăнăçлă, кĕске вăхăтра ирттерсе яма суннă. Кăçалхи çур акине лайăх хатĕрленсе ирттересси çинчен Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Михаил Ермошкин доклад тунă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра ялхуçалăх ĕçченĕсен умĕнче тăракан тĕллевсене, кăçал валли илнĕ тĕп задачăсене палăртса хăварнă.
Конференцие пуçтарăннисен умĕнче хăнасем, экспертсемпе контроль орга-нĕсен представителĕсем тухса калаçнă, хăйсем енчен витĕмлĕ сĕнÿсем панă. Вĕсен хушшинче - «Россельхозцентр» федерацин патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн руководителĕ Сергей Павлов. Вăл хăй ертсе пыракан учреждени ĕçĕ-хĕлĕпе, иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. «Россельхознадзорăн» Чăваш Республикинчи тата Чĕмпĕр облаçĕнчи управленийĕн представителĕсем Наталья Спесиевăпа Юрий Матвеев вăрлăхсен пахалăхĕ, вĕсене контрольлесси тата ÿсен-тăрансен карантинĕ, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен надзорĕ çинчен сăмах хускатнă, çур аки умĕн шута илмелли тата тĕрĕслесе пăхмалли ыйтусене палăртнă.
Патшалăх техника надзорĕн Йĕпреç округĕнчи инспекторĕ Алексей Терентьев хуçалăхсенчи ялхуçалăх техникин юсавлăхĕ паянхи кун тĕлне мĕнлерех шайра пулни çинчен пĕлтернĕ, яваплă должноçри специалистсене хăш-пĕр çитмен-лĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерме чĕннĕ.
Тĕп специалистсем умĕн-че çавăн пекех хуçалăхсене минерал удобренийĕсем, ÿсен-тăрансене чир-чĕрсенчен хÿтĕлекен им-çамсем, техника валли çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем сĕнекен компанисен - «Агромашснаб» ООО, «Шанс» ООО, «Химальянс» ООО, «Авант» ООО, «Химер» ООО, «Татнефть-центр» АЗС ООО тата ытти организацисен представителĕсем тухса калаçнă, хăйсен продукцийĕсене туянма сĕннĕ.
Конференци пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашмалли площадка пулса тăнă, кунта çур акине тухас умĕн канăçсăрлантаракан актуаллă ыйтусене анлăн сÿтсе явнă. Пĕрлехи тĕлпулу пуриншĕн те усăллă иртнĕ.
Светлана Быкова
Август 2026 |
