НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Пирĕн пĕрлехи тĕллев – çĕнтерÿ»

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 09:18 Просмотров: 188

Эйпеç территори пайĕнче ăшă та хумхануллă тĕл пулу иртрĕ% ял тăрăхĕн ертÿçи Владислав Прохоров кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕсемпе пĕр сĕтел хушшинче темчченех калаçса ларчĕ.

Хаклă хăнасене чейпе сайланă май, Владислав Валерьевич паттăрсенчен çапăçу хирĕнчи лару-тăру çинчен ыйтрĕ, ытларах мĕн енчен пулăшу кирлине пĕлме тăрăшрĕ. Салтаксене чĕререн тухакан тав сăма-хĕсем каларĕ, вĕсен паттăрлăхĕпе ял-йыш чăннипех те мухтаннине, мăнаçланнине, каялла çĕнтерÿпе таврăнасса чунтан кĕтнине пĕлтерчĕ.

Эйпеçсемпе вăтаелсем ятарлă çар операцийĕ пуçлансан малтанхи кунсенчех çĕршыва хÿтĕлекен ентешĕсене пулăшас ĕçе хастар йĕркелесе ячĕç, унтанпа фронта темиçе тонна гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă ĕнтĕ.

Ялти хĕрÿ чĕреллĕ хĕрарăмсем культура çуртĕнче пуçтарăнса хÿтĕлев каррисемпе пĕркен-чĕкĕсем çыхаççĕ, салтаксене упраса хăварас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшаççĕ.  Ял тăрăхĕн ертÿçи ку ĕçе хăйĕн çирĕп аллинче тытать, волонтерсене тĕрлĕ енлĕ пулăшать, гуманитари тиевĕ пухассине хăй йĕркелесе тăрать.

Боецсем тăван тăрăхăн тĕревĕ самаях туйăнса, вăй парса тăнине пĕлтерчĕç, ентешĕсем кирлĕ те пархатарлă ĕç тунине палăртрĕç, ял ертÿçине чунтан тав турĕç. «Пирĕн пурин те пĕр тĕллев – çĕнтерÿ. Ун патне пĕрле кар! тăрса утмасан, кашниех хăй тÿпине хывма çине тăмасан çитме йывăр пулĕ», - çапла пĕтĕмлетрĕ калаçăва Владислав Валерьевич, кашни паттăрăн аллине çирĕппĕн чăмăртанă май.

Хамăр корр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译