Йĕпреç муниципалитет округĕнчи Кĕлĕмкасси ялĕнче пурăнакан кĕмĕл волонтерсем хăйсен ĕçĕпе палăрмалла хастарлăх кăтартаççĕ. Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче вĕсем 300-мĕш хутĕлев тетелне çыхса пĕтернĕ.
Ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ева Петрова пĕлтернĕ тăрăх, «Пĕтĕмпех çĕнтерÿ валли!» чĕнÿпе хавхаланса ĕçлекенсем кашни кун хăйсен вăхăтне маскировка хатĕрĕсем çыхса ирттереççĕ. Культура çуртĕнче вырнаçтарнă станок умĕнче 10-12-шер сехет тăраççĕ, никам та кунашкал пархатарлă ĕçрен пăрăнмасть.
«Хамăн взводпа чăннипех те мухтанма пултаратăп! Манăн хĕрарăм-боецсем 3х6 метрлă кашмана хÿтлĕх хă-йăвĕсемпе çур кунтах «эрешлеме» хăнăхса çитрĕç», - хавхалануллă кăмăлне пытармасть Людмила Николаева командир. Кунта ĕçе чăн-чăн çар чаçĕнчи пек йĕркеленĕ, дисциплина çyллĕ шайра.
Кĕлĕмкассисем маскировка хатĕрĕсем çыхнисĕр пуçне кашни гуманитари тиевне кирлĕ япаласем пуçтарса параççĕ. Ку ĕçе ял çыннисем пурте хастар хутшăнаççĕ. Шкулта ачасене вĕрентекен учитель Зоя Егорова, сăмахран, сеть çыхма кашни кун çÿреймесен те, салтаксем валли кирлĕ япаласене – чăлха-нуски, тумтир, гигиена хатĕрĕсене – тăтăшах илсе килсе парать. Ялти шкул коллективĕ те гуманитари грузĕ пуçтарас ĕçе яланах хастар хутшăнать, укçа пуçтарса параççĕ, япаласем, кирлĕ апат-çимĕç, медицина хатĕрĕсемпе эмелсем туянаççĕ. Ачасем вара салтаксем валли çыру çырсах тăраççĕ.
Кун сиктермесĕр çÿрекен хĕрарăмсем хушшинче Людмила Николаева (ертсе пыраканĕ), Елизавета Тимофеева, Людмила Исакова, Галина Исаева, Галина Прокопьева, Галина Афиногентова, Галина Исакова, Галина Васильева (вăл сеть кăна мар, килте нашлемник кăшкарĕсем çыхать, мунчала хатĕрлет), Галина Назаркина, Валентина Шемякина, Вера Алексеева, Полина Федорова, Клавдия Денисова, Светлана Белова, Ольга Анисимова. Валентина Сергеевнăпа Валентина Филимоновна Беловăсем, çулĕсене кура, сетьсем çыхма çyреймеççĕ, анчах та вĕсем фронта укçан пулăшаççĕ, пенси укçи сахал пулсан та, май пур таран уйăрса параççĕ. Татьяна Воробьева килте нашлемниксем ăсталать.
Мартăн 8-мĕшĕ – Хĕрарăмсен кунĕ – çитсе пынă май, Кĕлĕмкассинче савăнăçлă лару-тăрура çĕршыва хÿтĕлекен паттăрсен амă-шĕсене, мăшăрĕсене тата салтаксене пулăшакан хастарсене чыслама палăртнă.
«Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе пурне те чĕререн саламлатăп! Пархатарлă та питĕ кирлĕ ĕçшĕн чĕререн тав тăвас килет сире, çĕре çитиех пуçăма таятăп!» – тет ăшă туйăмĕсене пытармасăр Ева Петрова.
Кĕлĕмкассисен ырă ĕçĕсем Тăван çĕршывшăн тăракан салтаксене хавхалантараççĕ. Кашни çыхнă тетел, ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне ярса панă кашни япала паха, ку вăл - тылра кăтартнă паттăрлах кăна мар, çĕнтерĕве хывнă пĕрлехи тÿпе.
Хамăр корр.
Август 2026 |
