НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хĕрарăм чунĕ - пурнăç пархатарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.03.2026, 10:11 Просмотров: 214

Хĕрарăм… Кам-ши вăл чи малтан. Çемье управçи, асамçă, пирĕшти… Хĕрарăмăн тÿпи пирĕн пурнăçра калама çук пысăк. Вăл хăй – пурнăç паракан, çĕр çинчи пурнăçа малалла тăсакан. Паянхи кунăн тÿнтерĕ хĕрарăм çине тата та нумайрах тивĕç тиерĕ. Вăрçă синкерĕ хĕрарăмшăн ют. Вăрçă хĕрарăм чунĕпе чĕрине хурса, вăй-халĕпе сывлăхне шеллемесĕр тĕвĕлесе унакан асамлăха пĕр шелсĕр аркатать.

Паян кашни хĕрарăм чĕринче вĕçĕ-хĕррисĕр тапса тăракан кĕлĕ. Вăл ун ывăлне, мăшăрне, тăванне упрать. Çĕршер ялсемпе хуласенче пин-пин хĕрарăм вăйĕ тата майĕ çитнĕ таран салтаксене упраса хăварма талпăнать: гуманитари тиевĕ пухать, хÿтлĕх хатĕрĕсем ăсталать… Паян хĕрарăм – пÿлĕхçĕ, управçă.

Поэзи ярăмĕнче – вĕри те ырă чĕререн шăранса тухнă йĕркесем. ВĕсенеЭлĕк тăрăхĕнче пурăнакан Любовь Шашкина сăвăç ăсталанă. Йĕркисене пурнăçран илсе калăпланă – поэт гуманитари ĕçне хăй те хастар хутшăнать. Йĕркесенче – унпа çума-çумăн тăрса ĕçлекенсен чун ыратăвĕ.

Çак сăвăсене эпир паян çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе Йĕпреç тăрăхĕнчи, çавăн пекех Чăваш енри тата Раççейри çапăçу хирĕнчен салтаксене чăтăмлăн кĕтекен, вĕсене ырми-канми пулăшу хывакан кашни хĕрарăма парнелетпĕр.

Салтак валли тĕрлетĕп тутăр

Салтак валли тĕрлетĕп тутăр,

Тирсе шутлатăп çиппине.

Хам сисиччен вĕри те çутă

Куççуль тумлать шур пир çине.

Выртать тип-тикĕс шутлă тĕрĕ –

Тем тĕрлĕ шухăш пуçăмра,

«Мĕн ма-ши Украина çĕрĕ

Çунать çапла хаяр вутра?

Асаттесем сахал-им тăкрĕç

Европа ирĕкĕшĕн юн?

Астăвăма мĕн хаклăх сутрĕç

Çак тăрăхра паянхи кун?»

Хура çĕре сухаласассăн,

Аксассăн ылтăн пек ыраш,

Питех те тимлĕ пулмасассăн

Çум курăкĕ шăтать вăш-ваш.

Фашизм вăрлăхĕ те ÿсрĕ,

Пит хăвăрт пачĕ çимĕçне.

Каллех Донбасс хĕн-хурлăх тÿсрĕ,

Чылай çухатрĕ ачине.

Çĕршер ял-хуторпа хулашăн

Чĕр тамăк çитрĕ çĕр çине.

Путвал хÿтлĕхĕнчи ачашăн

Шăп иртрĕ сакăр çуркунне.

Пĕр вĕçĕм çук çакна чăтмашкăн,

Донбасс та пирĕн-çке, туссем!

Асаттесен ĕçне тăсмашкăн

Паян каяççĕ ывăлсем.

Сире, ачамăрсем, пиллетпĕр!

Килсемĕр сывă каялла.

Чăн сыхлăх вырăнне сĕнетпĕр

Тĕрленĕ тутăр чăвашла.

Çыруллă тĕрĕ вăл, пĕлетĕр,

Кунта хĕвел, вут-çулăм, кил.

Сире сыхлатăр, хÿтĕлетĕр

Куç пек упратăр пирĕн пил!

х х х

Мана паян пĕр çын каларĕ,

– Мĕн-ма эсир çыхатăр карă?

Кама вăл кирлĕ ун чухлех?

Мĕн тăрмашатăр ахалех?

Пĕрмай ĕçе çÿренĕ евĕр

Кашни кунах эсир тимлетĕр.

Шел мар-им хаклă вăхăта,

Килте ĕç çук-им, тупата?

Тата çапла сăмах каларĕ,

– Ара Патшалăх тивĕç мар-и

Салтаксене тивĕçтерме,

Тумтир те карă çитерме?

Ним калаймарăм пĕр кана –

Сăмахĕ тăрăнчĕ чуна.

Хастар çынсен ĕçне-хĕлне

Пачах хуманшăн вырăна.

Лере вилеççĕ салтаксем

Пире куллен хÿтĕлесе.

Кашнин тăванĕ, ачисем

Пит мирлĕ çывăрччăр тесе.

Салтак вăл –  ывăл, упăшка

Е пиччĕш камăн та пулин.

Ан таврăнтăр вăл тупăкра –

Ăна килте кĕтет кашни.

Ăна та кирлĕ пулăшу

Пиртен, тылри кашни çынран.

Тен уншăн пулĕ ăнăçу

Шăпах эп çыхнă карăран;

Патшалăх парĕ кирлине,

Анчах çакна та манар мар,

Фронтпала тыл çыхăнăвне

Çук, татăлма памалла мар!

Çапла кăна туять салтак

Килте хăйне юратнине.

Утти те пулĕ ун сулмак

Куллен чăн çĕнтерÿ патне!

Шăп çавăнпа çĕн карăсем

Пире çыхмашкăн йывăр мар.

Куллен хастар чĕреллисем

Ĕçе васкаççĕ-çке вăр-вар.

Хăю çумне хăю явса

Тăватпăр хÿтĕлев карри.

Çыхатпăр шăппăн кĕл туса,

–  Сыхлатăр салтака Турри!

...Хама ыйту паракана вара

Калас килет куçран пăхса,

–  Мĕн турăн çĕнтерÿ валли? _

                                                тесе ыйтсан

Чуну таса-и сан?

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译