НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тÿрĕ эфирта - округ пуçлăхĕ Игорь Семенов

Категория: Публикации Опубликовано: 10.03.2026, 09:56 Просмотров: 228

Нумаях та пулмасть, нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш наци радиовĕн редакторĕ Владимир Егоров журналист ертсе пыракан «Ялтан яла» программăна Йĕпреç округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов хутшăннă. Черетлĕ передача хăнипе тÿрĕ эфирта уçă калаçу пынă май, пирĕн муниципалитет ертÿçи хамăр тăрăхра пурăнакансенчен ыйтусем те йышăннă, вĕсем çине хуравланă.

Игорь Геннадьевич пĕр сехете тăсăлнă калаçу вăхăтĕнче округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне уçса паракан кăтартусемпе паллаштарнă. Тÿрĕ эфирти ĕçлĕ те кăмăллă калаçу тивĕçтернĕ радио итлекенсене.

Йĕпреçсене мĕн ытларах канăçсăрлантарни вара вĕсем енчен пулнă ыйтусенчен яр уççăн курăннă. Уйрăммăн илсен, вĕсем, акă, мĕн пирки пĕлесшĕн пулнă. Виталий Бисяков тÿрех икĕ пĕлтерĕшлĕ тамăна çĕкленĕ% округри  тĕп больница шăпи тата культурăн малашлăх аталанăвĕ хумхантарать ăна. Культура ĕçченĕ Ирина Шумихина Йĕпреçри Астăвăмпа Мухтав скверĕ кăçал мĕнлерех çĕнелсе улшăнасси çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлме тăрăшнă. Ирçе Çармăсри библиотекерь Светлана Акшарова салари асфальт трассăран шкул, ача сачĕ, культура çурчĕ еннелле пăрăнса кĕрекен çула, хăçан юсама май пурри çинчен пĕлес тенĕ. Анна Уланковăна Йĕпреç - Вăрнар распублика пĕлтерĕшлĕ автоçула юсассин плана кĕртнĕ срокĕпе интересленнĕ. Людмила Исакова конкурсра çĕнтернĕ хыççăн Кĕлĕмкассинчи библиотекăна модернизацилеме пама пăхнă укçа-тенкĕне хăçан ĕçе ярасси çинчен ыйтса пĕлнĕ.

Игорь Семенов, ыйтусене хуравланă май, тÿрĕ эфира  шăнкăравланисене пурне те округ пурнăçĕпе интересленсех тăнăшăн, унăн аталанăвĕшĕн пăшăрханнăшăн, пĕлтерĕшлĕ сĕнÿ-канаш панăшăн тата, çавăн пекех, общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн тав тунă. «Çакăн пек уçă, чĕрĕ калаçу, пĕр-пĕринпе хутшăнни пĕрлехи ĕçре приоритетлă задачăсене тĕрĕс палăртма пулăшать», - тенĕ Игорь Геннадьевич, радио итлекенсемпе сывпуллашнă май. Вăл юлашкинчен передача авторне Владимир Егорова кăмăллă тĕлпулушăн, тÿрĕ эфирта ирттернĕ передачăна лайăх йĕркелесе пынăшăн тав тунă.

Тÿрĕ эфирта çĕкленĕ ыйтусене пĕтĕмлетсе, пурне те çирĕп тимлăхе илме тата кашнине вăхăтра татса пама шантарнă округ пуçлăхĕ.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译