«Ĕмĕр сакки сарлака, тетпeр эпир хăш чухне, сакки, чăн та, сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске», - тетпĕр те эпир паллă юрă сăмахĕсене аса илсе, хаш! сывласа илетпĕр. Шел, шыв юххи пек васкакан вăхăта чараймăн. Эпир вара самана уттипе тан пыма тăрăшатпăр, садра, пахчара, картишĕнче, пÿрт-çуртра йĕрке пултăр тесе тăрмашатпăр вăй çитнĕ таран. Мăшăр тупса, пĕрлешсе, ачасене çуратса, юратса пăхса ÿстерсе, ура çине тăрататпăр, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илччĕр тесе хамăр мĕн пултарнине йăлтах тăвасшăн çунатпăр. +апла кун хыççăн кун, çул хыççăн çул хыçа юлса пыраççĕ. Тĕкĕр çине пăхса шуралнă çÿçсене якатнă майăн каллех ĕмĕр сакки сарлаки çичен аса илетпĕр... Анчах чи лайăх вăхăтсем хыçа юлнине ăша илсе, ассăн-ассăн сывлатпăр. Çапла мар-и, ытарайми тăванăмăр Нина Ивановна? Çапла пулсассăн та, телейĕ малта кĕтет-иç!
+акăн пек сăмахсемпе пуçлас килчĕ манăн паянхи хайлава, хамăрăн хаклă та хисеплĕ юбиляр пирки сăмах пуçарнă май. Нина Ивановна Алексеева 1946 çулта Эйпеç ялĕнче çуралнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çул, выçлăх вăхăчĕ никама та хĕрхенмен. Тăраниччен çимелĕх çăкăрĕ те пулман ĕнтĕ ун чухне...
– Аттене пачах астумастăп. Эпĕ 6 уйăхра чухне, вăрçăран йывăр суранланса килнĕскер, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ вăл, - терĕ вăл, хуйхăллăн ман çине пăхса.
– Çавах эсĕ телейлĕ, сана пурнăç парнелесе хăварма ĕлкĕрнĕ-çке вăл, – терĕм эпĕ, пыр тĕлĕнче темĕнле хытă капланса килнине туйрăм пулсассăн та, ăна уçă кăмăлпа лăплантарма тăрăшса.
- Çапла, - терĕ Нина Ивановна манпа килĕшсе. - Вăрçă чарăннă, атте киле таврăннă, эпĕ çут тĕнчене телей курма килнĕ. Аннене пачах та çăмăл пулмарĕ пире ура çине тăратма. Аслă пичче Витя 1935 çулта кун çути курнă, Улька аппа 1941 çулта çуралнă. Анне алри пепкепе аттене вăрçа ăсатнă. Самани çапла пулнă, çавах йывăрлăхсене çĕнтерсе, татуллă пурăнма тăрăшнă. Астăватăп-ха Витя тете атте вăрçăран мĕнле таврăннине каласа панине. «Эпир шкулта. Класа учитель кĕчĕ те, Нягаков Виталий, сирĕн аçу вăрçăран таврăнать, эсир киле кайма пултаратăр, терĕ. Вуннăри ача пир сумккине илнĕ те урама чупса тухнă. Çул тăршшĕпе чупса аттене хуса çитме тăрăшнă. Майĕпен уксахласа пыраканскерне курсан, вăтаннипе пуçне пĕкнĕ. Ытарлă куçĕсемпе ашшĕ ывăлĕ çине пăхнă та, «Çăпатуна кам туса пачĕ», – тесе ыйтнă. – «Хамах», – тенĕ тĕпренчĕкĕ çирĕппĕн.
Çапла вăхăт иртет, часах Эйпеç шкулĕнче вĕренсе 8 класс пĕтернĕ хыççăн, Нина Ивановна Одесса хулине чукун çул çине ĕçлеме каять. 16 çулти çамрăк хĕрачан аслисемпе тан ĕлкĕрсе пымалла пулнă. Йывăр ĕçре тертленнĕ, çавах нăйкăшман, хуçăлман. Тăван çĕрĕмĕр, темле пулсан та, хăйĕн патнеллех туртать иккен. Ултă çул ĕçленĕ хыççăн Нина Ивановна яла таврăнать.
«Шăпа çырни, кил умнех килет», – тесе ахальтен каламан ваттисем. Çав вăхăтрах ĕнтĕ Нина Ивановна хăйĕн пулас мăшăрĕпе Василий Ивановичпа паллашать. 1969 çулта вĕсем хăйсем пĕрлешнине палăртса туй тăваççĕ. Çапла çамрăк мăшăрсем колхозра ĕçлеме пуçлаççĕ. Калинин ячĕпе хисепленсе тăракан колхозăн çĕрĕ пысăк лаптăк йышăннă. Икĕ ялтан тытăнса тăракан миллионер колхозра ĕçлеме çын нумай кирлĕ пулнă. Уй-хирте кăна мар, ĕне, сысна, сурăх фермисем те пысăк вăй ыйтнă, коллективсем пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçленĕ. Патшалăха тонни-тоннипе сĕт, аш-какай, тыр-пул ăсатса плана тултармалла пулнă. Кĕçех Нина Ивановна сысна ферминче тимлеме пуçлать. Мĕн пенсине тухиченех çакăнта çÿрерĕ вăл, тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçлеме пăрахмарĕ. Фермăра кăна 32 çул вăй хума пултарчĕ, ăмăртура питĕ лайăх кăтартусем туса малти вырăнсене йышăнса пычĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Ĕçри курăмлă çитĕнÿсемшĕн Нина Ивановнăна темиçе хутчен те Хисеп грамотипе, Тав хучĕпе тата медальсемпе чысларĕç. Унăн ячĕ мухтава тивĕçрĕ, илемлĕ сăнĕ нумай вăхăт хушши районти Хисеп хăми çинчен кайма та пĕлмерĕ.
Çак кунсенче Нина Ивановна хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăвать тесен, ăна паллакансем пурте ĕненмесен те пултараççĕ. Мĕншĕн тесен, çакна çирĕплетсех калатпăр эпир, вăл пур енĕпе те - ĕçри маттурлăхĕпе, общество пурнăçĕнчи хастарлăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет. Василий Ивановичпа пĕрле тытса пынă пурнăçа хушса-çĕнетсех пырать. Улма-çырла садĕнче те, пахча çимĕç йăранĕсем çинче те мĕн акса-лартса çи-тĕнтермеллине пĕтĕмпех туса илет. Кĕркуннесенче килти пÿлме лăках тулать, мĕн кирли йăлтах пур. Пÿрт умĕнчи пахчара темĕн тĕрлĕ тĕспе çиçекен чечексем ешереççĕ. Пÿрте кĕрсен те тирпейлĕхпе илемлĕх хуçаланать. Таса та яка майласа хунă вырăн çинче - хăй аллипе чĕнтĕрлесе çыхнă, хитрен тĕрленĕ минтерсем. Стенасене хĕреслесе тĕрленĕ, рамăсем ăшне вырнаçтарнă ÿкерчĕксем илемлетеççĕ. Урайĕнче вара _ хăй тĕртсе тунă çемçе кавир. Апат-çимĕç хатĕрлеме епле ăста тата вăл. Тĕлĕнмелле!
Нина Ивановна маншăн çывăх та юратнă çыннăм, вăл мана Турă умĕнче тытнă хĕресне аннем. Эпĕ унпа пĕр вăтанмасăр мухтанма та, мăнаçланма та пултаратăп. Вăл ялта ырă ятлă-сумлă çын. Пуриншĕн те – чăн-чăн тĕслĕх!
Хăйĕн çавра юбилейне тулли сĕтел хушшинче, тăвансемпе пуян кĕрекере ирттерме хатĕрленет халĕ вăл. Паллă кун ячĕпе пĕтĕм кăмăлтан саламласа ăна 6 ачи, 9 мăнукĕ, 2 кĕçĕн мăнукĕ, кĕрÿшĕсемпе кинĕсем мĕнле кăна ăшă та кăмăллă сăмахсем каласа чун-чĕрине çĕклентермĕç-ши? Пĕлетĕп, çакна сисетĕп, хăйĕн телейне туйнипе юбилярăн куçĕсем те савăнăç куççулĕпе тулĕç, чĕри хумхануллăн хĕпĕртесе тапĕ.
Ачисемпе мухтанмалăх та пур манăн пысканнен. Чи аслă ывăлĕ Сергей, ялта тĕпленнĕ май, амăшĕпе пĕр урамрах, хирĕçрех пурăнать, мăшăрĕпе пĕр ача çитĕнтереççĕ. Кил хуçи хальхи вăхăтра Мускава ĕçлеме çÿрет. Хушма хуçалăхĕ çав тери тĕреклĕ вĕсен, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытаççĕ.
Владислав ывăлĕ çем-йипе республика тĕп хулинче - Шупашкарта пурăнать. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн хăйĕн ĕçĕ-хĕлне полиципе çыхăнтарнă вăл. Хăй суйланă профессире чылай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнипе полковник званине тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе 2 ачана ура çине тăратнă, мăнуклă пулнă.
Нина Ивановнăн Таня хĕрĕ те çемьеллĕ, Шупашкарта тымар янă. Ачисене çитĕнтерсе мăнуклă та пулнă. Тĕп хулари «Акконд» кондитер фабрикинче вăй хурать.
Мускавра пурăнакан хĕрĕ Венера вара хăйĕн пурнăçне суту-илÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Хĕрне вĕрентсе кăларса, ура çине тăратнă, мăшăрлантарнă, халĕ мăнук кĕтеççĕ.
Аслисенчен ырă тĕслĕх илсе пыракан хĕрĕсем, Наталипе Вера, иккĕшĕ те сутуçăсем. Натали Мускавра ĕçлесе пурăнать, ывăл ÿстерет. Вера вара Шупашкарта. Мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ.
Ачисен кашнийĕн хăйĕн шăпи, пурнăçĕ, ăраскалĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. Пысăк çемьене пĕрлештерсе, туслă чăмăра пуçтарса тăраканни, паллах ĕнтĕ, амăшĕ Нина Ивановна. Питех те ир мăшăрĕсĕр тăрса юлнă пулсассăн та, хăйĕн юратнă тĕпренчĕкĕсене çĕршыва юрăхлă çын туса ÿстерме вăй-хăват çитернĕ ăшпиллĕ чăваш хĕрарăмне чаплă юбилейĕпе чун-чĕререн шăранса тухакан чи çепĕç сăмахсемпе саламланă май, ĕмĕр çулĕпе çамрăк чухнехи хĕрÿллĕхпех малалла утма, хĕрарăмăн телейне туллин туйса, çутçанталăк илемĕпе киленсе нумай çул пурăнма сунатпăр.
Хаклă çыннăмăр, санăн ăшă кăмăлу, хĕвел пек çутă куллу юбилей хăнисен сăн-пичĕ çине саланать. Ку вара пирĕншĕн чăн-чăн савăнăç!
Таня Максимова
Август 2026 |
