Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕ - Мускав тата пĕтĕм Раççей Митрополичĕ Алексий святитель çĕр çинчи пурнăçран уйрăлса чунĕпе çÿлти Турă хÿттине куçнă кун. Çав куна Христос Турра ĕненекенсен йăли-йĕркипе палăртса чыслас тесе Хумпуç Патăрьел салинчи Çветтуй Алексий ячĕпе хисепленекен чиркÿ приххучĕ кĕлĕ çуртне пуçтарăнчĕ, кунта каллех çуртасем çунчĕç, лампада хăйĕн ĕмĕрлĕх çуттине тĕне ĕненекенсен сăнĕсем çинче сăваплăн вылятрĕ.
Ку чыслава хамăр Чăваш Енри храмсенчен чи асли шутланакан Хумпуç Патăрьел чиркĕвĕн сумлă юбилейне (ăна Раççей патшин вырăс мар халăхсене тĕне кĕртесси çичен калакан указĕ тухнă хыççăн, 1741 çулта уçнă) - ĕлĕк пулнă сăваплă Турă çурчĕн приххучĕ чăмăртаннăранпа 285 çул çитнине - халалларăмăр.
Православи тĕнне çирĕп ĕненсе-пăхăнса пурăнакансем çав кун кĕлĕ çуртне таврари ялсенчен чылайăн пухăнчĕç. +ылăхĕсене турăшсем умĕнче çуртасем çутса, кĕлĕ вуласа, вилнисене асăнтарса, пуççапса каçарттарма килнисене Буинскри Александр Невский князь ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Сергий (Семенов) атте кĕтсе илчĕ. Вăл Турă чурисене паллă кун ячĕпе саламларĕ, унтан Алексий святителе тĕн йăли-йĕркипе асăнса кĕлĕ вуларĕ. Çавăн хыççăнах чĕррисене сывлăх сунакан молебен туса ирттерчĕ, причастие тăнисене Турă юнне астивтерчĕ.
Приххута килнисем Турра тав туса кĕлĕ вуларĕç, йăлăнса сăхсăхса, пуççапса пÿлĕхçĕрен каçару ыйтрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле трапеза турăмăр, асăну апатланăвне йĕркелерĕмĕр.
Владимир Прокопьев,
Хумпуç Патăрьелĕнчи Мускав тата пĕтĕм Раççей Митрополичĕ Алексий чиркĕвĕн приххут совечĕн председательне пулăшаканĕ
Август 2026 |
