Февралĕн 25-мĕшĕнче Çĕмĕрлере çар тата патриот клубĕсен, кадет класĕсен тата «ЮНАРМИЯ» уйрăмĕсен «Пире çак тĕнчене упрама халалланă!» («Нам этот мир завещано беречь!») фестивалĕн республика шайĕнчи тапхăрĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин муниципалитет округĕсемпе хулисенчен килнĕ командăсем хутшăнчĕç. Йĕпреç муниципалитет округĕн чысне Çăкалăхри пĕтĕ-мĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен çамрăк армеецсем чыслăн хÿтĕлерĕç.
Ăмăртусем виçĕ ушкăнпа иртрĕç, «Кадет класĕсем», «Çамрăк армеецсен уйрăмĕсем» (кĕçĕн тата аслă ушкăнсем). Унта хутшăнакансем стройпа утас хăнăхăвĕсене, историе пĕлнине, хĕç-пăшал тыткалама пĕлнине, вăй-хал аталанăвĕн шайне тата творчествло пултарулăхне кăтартса пачĕç.
Çамрăк армеецсен аслă ушкăнри ăмăртăвĕнче Çăкалăх ачисем хăйсене çÿллĕ шайра кăтартрĕç, стройпа утса 2-мĕш вырăн, АКМ салатса пуçтарассипе 2-мĕш вырăн, пултарулăх конкурсĕнче 2-мĕш вырăн, çар эстафетинче 3-мĕш вырăн, истори викторининче 5-мĕш вырăн йышăнчĕç.
Командăра пултаруллă та маттур Алиса Семенова, Александр Никифоров, Андрей Ильин, Даниил Андреев (9-мĕш класс), Павел Ананьев (8-мĕш класс), Игорь Васильев тата Юлия Иванова (7-мĕш класс), Марта Ананьева тата Владимир Ананьев (6-мĕш класс) пулни пирĕн çамрăк армеецсене тĕп хуламăртан пысăк çитĕнÿпе таврăнма май туса пачех. Мĕншeн тесен пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн çăкалăхсем 2-мĕш вырăн йышăнни палăрчĕ! Йĕпреç округĕн чысне Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем çÿллĕ шайра хÿтăлесе дипломсемпе тата кубоксемпе таврăнчĕç.
Паллах, çак çитeнÿре ачасен вĕрентекенĕсемпе наставникĕсен тÿпи те пысăк. Апла пулсан А.И. Кошелев, М.Н. Орлова, Н.В. Исакова педагогсем те тав сăмахĕсене тивĕç.
Çăкалăхри çамрăк армеецсемпе вĕрентекенĕсене пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр, малалла ÿсме тата аталанма ăнăçу сунатпăр!
Мария Орлова,
Çăкалăх шкулĕн вĕрентекенĕ
Август 2026 |
