Шуркасси ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Татьяна Васильевна Сябукова 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Сумлă уявпа чи çывăх çыннисенчен ăшă саламсем йышăннă вăл. Вырăнти пуçлăхсемпе ертÿçĕсем те юбиляра çирĕп сывлăх, лăпкă та канлĕ кунсем сунса паллă кунпа чысланă.
Татьяна Васильевна нумай çул «Трудовик» колхозра вăй хунă. Ĕçрен хăраман, яланах хастар пулнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 51 çулпа танлашать! Тĕлĕнмелле çын вăл, çамрăксемшĕн чăн-чăн тĕслĕх. Кăтартуллă та тăрăшуллă ялхуçалăх ĕçченне нумай хутчен Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысланă.
Татьяна Васильевна Данил Яковлевичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăрăн пилĕк ача çуралса ÿснĕ. Вĕсене ура çине тăратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă Сябуковсем. Ачисем амăшне çичĕ мăнук парнеленĕ. Мăнукĕсем те çитĕннĕ ĕнтĕ. Паянхи куна Татьяна Васильевнăн пĕр кĕçĕн мăнук пур. Çумра чи çывăх çынсем пулни – телей! Ачисемпе мăнукĕсен тимлĕхĕпе юратăвĕ калама çук пысăк вăй парса пыраççĕ ветерана.
Анна Евграфова
Август 2026 |
