Ирçе Çармăс тата Чăваш Çармăс енче нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем сахал мар. Çавсенчен пĕрисем - ял-йыш хисеплесе, ырă тĕслĕхе хурса йышăнакан Митрофан Александровичпа Вера Спиридоновна Авдеевсем. Вĕсен çемйин историйĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех çырăнма пуçланă. Вера хăйĕн савнине салтака ăсатнă, çырусем ярсах тăнă, тÿсĕмлĕн кĕтсе илнĕ. 1961 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче ăна качча тухнă. Çапла икĕ юратуллă чĕре пĕр кĕвĕллĕн тапма пуçланă.
Ачаранах вăрçă вăхă-тĕнчи тата ун хыççăнхи самана йÿççине тутанса ÿснĕ-скерсене нимĕнле йывăрлăх та хăратман. +емьене, кил-хуçалăха çирĕп тытса пынисĕр пуçне Авдеевсем иккĕшĕ те тăван колхозра тăрăшнă, арăмĕ уй-хиртен кĕме пĕлмесĕр вăй хунă, упăшки механизатор пулнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех пĕрлешÿллĕ хуçалăх, ял аталанăвĕшĕн ĕçлесе «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята, мухтав хучĕсемпе тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Çĕршыва юрăхлă ачасем çуратса ÿстернĕ мăшăр, 4 ывăлпа 4 хĕр ашшĕ-амăшĕшĕн савăнăç кăна мар, çирĕп тĕрек те шанчăклă хÿтлĕх пулса çи-тĕннĕ. Халĕ вĕсем 20 мăнукĕпе тата 24 кĕçĕн мăнукĕпе хĕпĕртесе кăна тăраç-çĕ, вĕсене ура çинче шанчăклăн тăма вĕрентеççĕ.
Çемье çавăрнăранпа 65 çул çитнĕ ятпа, тимĕр туйпа, Авдеевсене Йĕпреç муниципалитет округĕн администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров тата пуçлăхăн тепĕр çумĕ Маргарита Андреева, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Светлана Козлова, Ирçе Çармăс территори пайĕн начальникĕ Леонид Кураков тата ял старости Анатолий Филиппов саламланă. Хисеплĕ мăшăра свидетельствăпа тата паресемпе чысланă.
Светлана Быкова
Август 2026 |
