Чăваш Çармăс ялĕнче пурăнакан Геннадий Петровичпа Елена Александровна Перепелкинсем пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнине паллă тунă çак кунсенче. Килĕшÿллĕ, ырă тĕслĕхлĕ, хисеплĕ мăшăра паллă кунĕ ячĕпе пĕтĕм ял-йыш, отчĕтлă тĕлпулăва пухăннисен умĕнче чысланă.
Изумруд туй ячĕпе вĕсене территори пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков, Йĕпреç округĕн администраци пуçлăхĕн çумĕсем Николай Федоровпа Маргарита Андреева, ЗАГС пайĕн начальникĕ Светлана Козлова тата ял старости Анатолий Филиппов саламланă, асăнмалăх парнесем, чечек çыххи тата свидетельство панă.
Перепелкинсем тивĕçлĕ те мухтавлă çул утса тухнă, нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. Ăçта вăй хурса ĕçленĕ, çавăнта ырă ят хăварнă. Çемьере пилĕк ача çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ пурне те пĕр пек юратса пăхнă, тĕрĕс-тĕкеллĕн пурнăç çулĕ çине тăратнă, мăшăрлантарса телей пилленĕ. Халĕ вĕсем 10 мăнукĕ пуррипе хĕпĕртеççĕ.
Август 2026 |
