НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Елизавета Михайлова - конкурс çĕнтерÿçи!

Категория: Публикации Опубликовано: 27.02.2026, 09:41 Просмотров: 158

Иртнĕ кунсенче, нарăсăн 18-мĕшĕнче, «Чăван чĕлхепе литературине чи лайăх вĕрентекен» професси конкурсĕн муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ.

Тăван чĕлхепе литературине ăша хывтаракан вĕрентекенсен тĕп тĕллевĕ - ачасене тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, йăла-йĕркене упрама, йăх-тымарпа мухтанма вĕрентесси. Ачасене предметпа интереслентерсе ярасси пĕтĕмпех учитель аллинче. Шăпах çакна тĕпе хурса йĕркелеççĕ те ĕнтĕ çак конкурса.

Вĕрентекенсене жюри членĕсем тĕрлĕ пултарулăхра хакланă. Чи малтан вĕрентекенсем уçă урок панă. Кайран «Класс сехечĕ» ирттернĕ. Ун хыççăн «Методика ăсталăхĕ» тĕрĕслевре учительсем хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарнă. Тăван чĕлхепе литературине вĕрентес ĕçре çĕнĕ мелсемпе меслетсем анлă сарăлнă: тестсемпе, вăйăсемпе, схемăсемпе, таблицăсемпе усă курасси, проектсемпе тĕпчев ĕçĕсем çырасси тата ытти те анлă усă кураççĕ шкулсенче. Çак мелсем ачасене интереслентерсе яма, урока пуянрах ирттреме пулăшаççĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансенчен пурин те урокĕсем çÿллĕ шайра иртнĕ тесе палăртнă. Конкурсăн пур тапхăрне те пĕтĕмлетсен Пучинкери вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елизавета Михайлова çĕнтерÿçĕ ята çĕнче илнĕ тесе йышăннă.  Вăл нумай çул шкулта ĕçлет. Ачасене пĕлÿ патне çул уçса парас ĕçре чунне парса ĕçленĕрен вĕренекенсемпе ĕçтешĕсен хисепĕпе юратăвне çĕнсе илнĕ. Елизавета Михайловна округ чысне республикăра хÿтĕлĕ. Пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçупа хастарлăх сунатпăр.

Конкурсра лауреатсене те палăртнă. Жюри йышăнăвĕпе тупăшăва хутшăннă Ирина Тихоновăна (Йĕпреçри 1-мĕш номерлĕ шкул) - «Профессие парăннăшăн» тата Мария Анисимовăна (Энтриел шкулĕ) - «Тăван чĕлхене упраса хăварас тата аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн» хисеп хучĕсемпе палăртнă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译