тесе, çуркунне паллисем курăнма пуçласан паллă тăвакан уявпа пĕр-пĕрне саламласа, ыр сунса тутлă икерчĕ, кукăль, пÿремеч çисе савăнма епле аван-çке! Асанне-асаттесенчен упранса юлнă йăла-йĕркепе шавлăн та хаваслăн Çăварнине ăсатса янă Пысăк Упакасси ялĕнче пурăнакансем.
Халăхра анлă сарăлнă уяв программинче юрă-кĕвĕсемпе вăйăсемсĕр пуçне ăмăртусемпе конкурссем те пулнă. Шухă шăпăрлансене тата урăх мĕн кирлĕ, паллах вăйă-кулă! Çавăнпа йĕркелÿçĕсем кĕçĕннисен кăмăлне шута илнĕ те, ачасене явăçтарса «Ылтăн хапха», «Çăматă ывăтасси», «Кĕвĕ-çемĕ çатми» тата ытти вăйăсем ирттернĕ, хастаррисемпе маттуррисене пылак кучченеçсемпе хавхалантарнă. Командăсем çине пайланса та вăй виçсе пăхнă çамрăксем, çаврăнăçулăха тĕрĕслемелли эстафетăра, вĕрен туртса ăмăртнă.
Уяв хаваслăхне ялти культура вучахĕ çумĕнчи «Кушлавăш уйĕ» фольклор ушкăнĕн активисчĕсем ÿстернĕ. Хĕле ăсатни, çуркуннене кĕтсе илни çинчен юрăсем шăрантарнă ял артисчĕсем, такмаксем каласа ташша янă. Юлашкинчен пурте пĕрле пухăнса кукăльсемпе, икерчĕсемпе хăналаннă, чей ĕçнĕ.
х х х
Хĕл хăйĕн сиввипе хăратайман хĕрÿ чĕреллĕ çынсене, вĕсем карталанса тăрса вырăс, чăваш, ирçе халăх юррисене шăрантарнă, асанне-асаттесен вăхăтĕнче вылянă вăйăсенче вăй виçнĕ, конкурссене хутшăннă, харпăр-хăйĕн пултарулăхне спорт ăмăртăвĕсенче тĕрĕслесе пăхнă.
Выляса, чупса ăшăннă хушăра уяв хăнисем патне Сивĕ Хĕл арăмĕ килсе çитнĕ, вăл та халăхпа хутшăнса ирĕлсе кайичченех савăннă, унтан Çуркуннепе тĕл пулса, иккĕшĕ пĕрле ыттисене те савăнăç, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнеленĕ, икерчĕпе хăналанă.
х х х
КĔлĔмкассинчи культура çурчĕ умĕнче нарăсăн 22-мĕшĕнче халăх йышлăн пухăннă. Хĕле ăсатса Çуркуннене Çăварни уявĕпе кĕтсе илме кăмăл тунă яш-кĕрĕмпе пĕрлех ватти-вĕтти те айккинче юлман, юрă-ташăра савăннă, çунашкапа ярăннă, катаччи чупнă кăна мар, тĕрлĕ спорт вăййисенче те кăмăл туличченех тупăшнă.
Культура ĕçченĕсемпе вырăнти хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленипе конкурссем иртнĕ, вĕрен туртассипе ăмăртнă. Уяв хаваслă, хăнасен кăмăлне те тивĕçтермелле интереслĕ те шавлă иртнĕ. Чи асра юлаканни, паллах, - çуллă икерчĕпе, чейпе хăналанни.
х х х
Чăваш Тимеш салинче пурăнакансемпе хуласенчен ятарласа уява килнĕ хăнасем культура çурчĕ умĕнчи лапамра ирттернĕ мероприятие хаваспах хутшăннă.
Культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ программа çав тери пуян та тĕрлĕ енлĕ пулнă. Унта юрă-кĕвĕ кăна мар, вăйă-кулă та питĕ нумай пулнă. Çăварнине ăсатнă май, пурте пĕрне-пĕри савăнăç парнелеме тăрăшнă, ăшă сăмахпа, йăл кулăпа сывлăх суннă.
Уява хутшăннисем карталанса халăх юррисене юрланă, кăмăлĕсене ирĕке ярсах ташланă, чейпе икерчĕ тутанса пăхнă. Юлашкинчен халăх йăли-йĕркипе катемпие çунтарса чир-чĕре, терт-нушана хăваласа янă.
Август 2026 |
