Дмитрий Паторов вăрманлă Йĕпреç енри Хурамал салинчен. Вăл шкул пĕтерсен хăйĕн пурнăçне радиоэлектроникăпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ, вĕренме кĕнĕ, анчах çур çултанах хăйĕн тĕллевне тĕпрен улăштарнă та ĕнесемпе пăрушкасене пăхма пуçланă. Хăй вара çак утăма тунăшăн ку таранччен пĕрре те ÿкĕнмен.
Унăн шăпи малтанах çапла çырăнмалла пулнă ĕнтĕ, анчах ачаранах ашшĕ-амăшне килти хуçалăха тытса тăма пулăшса ÿснĕ Дима хăйĕн çулĕпе кайма шут тытнă, радиоэлектроникăна суйласа илнĕ те ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илме пуçланă. Кăштахранах лайăх ăнланса илнĕ - ку професси ăна валли мар. Салтака кайса килнĕ хыççăн вара, тĕплĕн шухăшласа пăхнă та, ĕне выльăхсене ытларах килĕштернине туйса илнĕ, ветеринара вĕренме кĕнĕ.
Тĕрĕс тунă та! Дмитрий Паторов халĕ Шупашкар муниципалитет округĕнчи Ишлей поселокĕн территорийĕнче вырнаçнă пĕр пысăк фермăра выльăх тухтăрĕ пулса тăрăшать. Юратнă ĕçре 6 çул тимленипе пухăннă ăсталăхĕ вара хальхи саманара такама та питĕ кирлĕ. Ветфельдшерсем çитмеççĕ-çке, выльăхĕсене вара сывату процедурисем кирлĕ пулсах тăраççĕ. +авăнпа пирĕн ентеш, ял хуçалăхĕнче çĕнĕ технологисене çул паракан нумай енлĕ специалист, пĕр çĕрте ĕçленипе, ĕнесене сипленипе тата хушăран-хушă прививкăсем тунипе кăна çырлахса лармасть, тĕп ветеринар тăтăшах республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче - пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче, фермерсемпе хушма хуçалăх тытакансем патĕнче - пулать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене сывă та ăратлă йăх ÿстерме, паха та ытлă-çитлĕ продукци - сĕт, аш-какай - туса услам илме пулăшать% выльăхсене УЗИ тĕпчевĕсем тăвать, ĕнесене искусствăллă майпа пĕтĕлентерет тата ыт. те.
Чи тĕлĕнмелли вара çакă - вăл хальхи технологисемпе усă курса ĕнесене пĕтĕлентернĕ чухне пăрушĕ тына е вăкăр пулассине «программăлама» та пултарать.
Ветеринарири ĕçне 30 çулти çамрăк пĕтĕмпех çĕнĕ технологисем çине таянса йĕркелесе пырать, çапах уншăн ялан пăхăнакан тĕп правило çаплипех юлать. «,нене мĕн чухлĕ лайăхрах пăхатăн, çавăн чухлĕ нумайрах сĕт сăватăн!» - тесе çирĕплетет вăл. Агрохуçалăхсенче хăйсен ĕçне Дмитрий Паторов пек юратса тăвакан чăн-чăн специалистсем ытларах пулсан, ялсен малашлăхĕ пирки нимĕн чухлĕ те пăшăрханмалла пулмĕ.
Светлана Быкова
Август 2026 |
