Çăкалăхри тĕп шкулта пултаруллă вĕренекенсем йышлă. Вĕренÿри, спортри, обществăлла ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илекенсен те шучĕ çултан çул ÿссе пыни савăнтарать. Кăçалхи çул çак хисепе иккĕн тивĕçрĕç. Вĕсенчен пĕри – 9-мĕш класра вĕренекен Алиса Семенова.
Пултаруллă хĕр ача шкулта ирттерекен меропритисене хастар хутшăнать. Вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Хăйĕн пĕлĕвне муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсенче тĕрĕслет. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче ОБЗР, физкультура предмечĕсемпе çĕнтерÿçĕ, биологи предмечĕпе призер пулчĕ. Кăçал биологипе тата ОБЗР предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра вăл – çĕнтерÿçĕ.
Пуçламăш класранпах республикăра тухса тăракан «Тантăшпа» тата «Тетте» ача-пăча кăларăмĕсемпе тачă çыхăну тытать. Хаçат ирттерекен конкурссенче малти вырăнсем йышăнать. 2025 çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх, «Тантăш» хаçатăн хастар юнкорĕ» ята тивĕçрĕ.
Хальхи вĕренÿ çулĕнче Йĕпреç район пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕ. Пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнать. Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа «Ан хăр, юман, ан хуçăл» чĕнÿпе ирттернĕ поэзи фестивалĕнче сăвă вулассипе палăрчĕ.
Тăван шкулта Раççей Геройне Л.С. Константинова халалласа ирттерекен волейбол турнирĕсенче пултарулăхпа палăрать. Хăйне шанса панă ĕçе яваплăхпа пурнăçлать. 5-мĕш класранпах «Зарница» çарпа спорт вăййисене хутшăнать. Шкул командипе малти вырăн йышăнса Йĕпреç округĕн чысне кашни çулах республика шайĕнче тивĕçлĕн хÿтĕлет. Алиса «Çамрăк пограничниксен» «Юнармия» ушкăнĕн командирĕ. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче «Чăваш Енри чи лайăх юнга» ята çĕнсе илчĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Читаем Чехова», «Аслă Çĕнтерÿшĕн» акцисене чăвашла çырнă произведенисемпе хутшăнса диплома тивĕçрĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Читаем о блокаде» тата Тăван чĕлхесен кунне халалланă «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцисене хастар хутшăнать.
Тăрăшуллăскер, хăйĕн пĕлĕвне тĕрлĕ конкурссенче тĕрĕслет. Акăлчан чĕлхипе иртекен «Золотое Руно», конкурссене, «Чĕвĕлти Чĕкеç», «Русский медвежонок», «Кенгуру» вăйă-тупăшусене хутшăнса чылай дипломсене тивĕçлĕ пулчĕ.
Шкул чысне муниципалитет, республика шайĕнче тивĕçлĕн хÿтĕлет. Портфолиора çак енпе çĕнсе илнĕ дипломсемпе хисеп хучĕсем чылай пулни те вăл пур енĕпе те маттуррине çирĕплетсе парать.
Районти «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» ушкăнран панă тав хучĕсем те унăн çитĕ-нĕвне кăтартса параççĕ. Республикăра иртекен Çамрăк пограничниксен слечĕсенче çĕнсе илнĕ дипломсемпе медальсем унăн тăрăшулăхне палăртаççĕ. Шкул чысне муниципалитет шайĕнче волейболла, баскетболла выляса хÿтĕлет. Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ Анатолий Николаевич Никитин ячĕпе иртекен Асăну турнирне те хастар хутшăнса диплома тивĕçнĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Пăрачкав салинче А.Н. Крылов академика халалласа иртнĕ пилĕк енлĕ тупăшура винтовкăран тĕл перессипе 3-мĕш, ялав семафорĕпе паллăсем парассипе, тинĕс тĕввисем çыхассипе 2-мĕш вырăнсене йышăнчĕ. Палăртнă тупăшура пирĕн шкул командин кашни çулхи çитĕнĕвĕнче Алисăн тÿпи пысăк.
Вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 80 çул çитнине халалланă «Пирĕн çĕнтерÿ» пултарулăх конкурсне хутшăнса диплома тивĕçрĕ (2025 ç.).
Мария Николевна Орлова вĕрентекен ертсе пынипе тĕрлĕ видеороликсен кон-курсне хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕ. Муниципалитет шайĕнче «Наследие маленького принца» «Ревизорро» пултарулăх конкур-сĕнче 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Алиса ÿкерме юратать, муниципалитет шайĕнче С. Элкер çыравçăн хайлавĕсем тăрăх ÿкернĕ ĕçсен конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. «Дорога к звездам» пултарулăх конкурсĕнче лауреат пулчĕ. Наци библиотеки ирттернĕ «Я рисую Рождество Христово» ÿкерчĕксен конкурсĕнче диплома тивĕçрĕ. Пултаруллă хĕрача ытларах çутçанталăк илемне хут çине куçарать. Хăйĕн ĕçĕсене тĕрлĕ конкурссене тăратса малти вырăнсене йышăнать.
Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх шкулта «Олимпионок года» номинци çĕнтерÿçи пулчĕ. Кăçал шкулта «Ученик года» хисеплĕ ята тивĕçĕ. Чăваш кĕнеке издательстви ирттерекен «+амрăк талантсем» пултарлăх конкурсĕн «Ача аллипе тунă кĕнеке» номинацинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Спортра та маттур вăл. Муниципалитет шайĕнче иртнĕ кĕрхи кроссра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе ирттернĕ интернет-олимпиадăра призер пулчĕ (2025 ç.). Республикăри «Пирĕн Çĕнтерÿ» пултарулăх конкурсĕнче 3-мĕш вырăна тухрĕ. Пĕтĕм Раççейри акăлчан чĕлхипе иртнĕ онлайн-олимпиадăра çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Çавăн пекех Экологи кунне халалласа ирттернĕ «Экология России» конкурсра 1-мĕш степеньлĕ диплома илме пултарчĕ.
Тăрăшуллă хĕрача çуллахи вăхăтра каникул тăршшĕпех ашшĕ тытакан утарта тăрăшать, аслисене пулăшать. Пыл хурчĕ евĕр ĕçченскерне малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.
Юлия Кошелева,
вĕрентекен
Август 2026 |
