Ултавçăсен аллине çакланассинчен асăрхаттарса полици тата банк ĕçченĕсем халăхпа тăтăшах калаçусем ирттереççĕ пулин те, «шăнман пăр çине ларса каякансем» пурпĕр тупăнаççĕ. Чăнах та, паянхи кун телефонпа, Интернет урлă улталанакансем нумайăн, вĕсен йышĕнче ватăсем анчах мар, çамрăксемпе ачасем те пур.
Акă Шупашкарти 15 çулти хĕрача ултавçăсене 370 пин тенкĕ куçарса панă. Йăлтах палламан çын шăнкăравланинчен пуçланнă.
Телефонри арçын хăйне оператор тенĕ, сирĕн СИМ-картта срокĕ тухнă, ăна тăсмалла тесе ĕнентернĕ вăл ачана, СМС-çырупа килнĕ кода калама хушнă. Телефон номерне улăштарас килменнипе хĕрача «оператора» итленĕ. Çав кунах ун патне «Чăваш Енри Тĕп çар округĕн çар прокуратурин юстици советникĕ» шăнкăравланă, унччен унпа калаçакан арçын ултавçă пулнине, вăл хĕрача ячĕпе счет уçнине, унти çур миллион тенкĕ укçине Украина çарĕсем валли куçарма хăтланнине пĕлтернĕ. Куншăн хĕрачана явап тыттараççĕ тесе хăратнă. Анчах кун пирки никама та калама хушман. Хĕрача хăраса ÿкнĕ, палламан çын хушнине пурнăçласа пынă - амăшĕ çывăрнă вăхăтра унăн телефонĕ урлă онлайн майпа 370 пин тенкĕ кредит илнĕ, ăна тĕрлĕ счет çине куçарнă.
Аферистсем юлашкинчен хĕрачана тур паллисем тăрăх биометри тумалла тесе ĕнентернĕ, тумне хывса камера умĕнче çаврăнма хушнă.
х х х
Тĕп хулара фармацевтра ĕçлекен 38-ти хĕрарăм ул-тавçăсемпе калаçнă хыççăн 1,5 миллион тенкĕсĕр юлнă.
Малтан ултавçăсем унăн хĕрĕпе çыхăннă, ку хутĕнче те çыхăну операторĕпе килĕшĕве тăсмаллине ĕнентернĕ. Кун хыççăн хĕрача СМСпа килнĕ кода пĕлтернĕ.
Кăштахран электрон поч-тăна «Госуслуги» порталти страницăна ют çын çĕмĕрсе кĕнĕ текен çыру килнĕ. Амă-шĕпе хĕрĕ хăйсене улталанине шахвăртса илеймен, çырура кăтартнă телефон номерĕпе шăнкăравланă.
Ултавçăсем хĕрарăма Хусан хулине кайса 1,5 миллион тенкĕ кредит илме, укçана тĕрлĕ счет çине куçармалла тенĕ. Вăл хăранипе йăлт пурнăçланă. Çак пăтăрмах пирки вăл 2 уйăх никама та каламан. Каярахпа тин, хăйне улталанине ăнлансан, полицие кайнă.
х х х
Ача садĕнче ĕçлекен 22 çулти воспитатель те ултавçăсен аллине лекнĕ. Вăл мошенниксене 1 млн тенкĕ ытла куçарса панă. Ку ĕç те Шупашкар хулинче пулса иртнĕ.
Палламан çын шăнкăравласа хĕрарăмăн СИМ-карттăпа усă курмалли вăхăт вĕçленнине пĕлтернĕ. Килĕшĕве тăсмалла тесе СМС-çырупа килнĕ кода калама ыйтнă. Телефон номерне «çухатас» килменрен вăл çак кода тÿрех каланă. Нумай та вăхăт иртмен, воспитательпе банк тата ФСБ «ĕçченĕсем» çыхăннă. Такам унăн ячĕпе кредит илнĕ-мĕн, укçана Украинăна куçарасшăн иккен. Палламан çын укçана сыхласа хăвармалли мел пирки те каланă, çапла воспитатель микрозаймсем тата пĕлĕшĕсенчен кивçен илнĕ, çав укçана пĕтĕмпех ултавçăсем каланă счетсем çине куçарнă. Кăштахран, тăна кĕрсен, хăй ултав серепине лекнине ăн-ланнă хĕрарăм, полицие пулăшу ыйтма кайнă.
Асра тытăр! Телефонпа шăнкăравлакан палламан çынсемпе ан калаçăр, тем пек хистесен те, хăратсан та хăвăр даннăйсене, СМС-çырупа килекен кодсене никама та ан пĕлтерĕр. Укçана палламан çынсене куçарса пама ан васкăр. Çакна манмалла мар: банк ĕçченĕсем те, ФСБ, йĕрке хуралçин сотрудникĕсем те телефонпа шăнкăравласа счетсем уçма, укçана «хăрушсăр счет» çине куçарма ыйтмаççĕ. Çак сферăри ĕçченсен сирĕн пата ыйту сиксе тухас пулсассăн, вĕсем сире офиса пыма, отделение килсе куçа-куçăн калаçма чĕнеççĕ. Картса хумалла - СМСпа килекен кода ыйтакан, укçа çинчен е сире хирĕç уголовлă ĕç пуçарни пирки калаçу хускатакан çын – ултавçă, çавăнпа та калаçăва çийĕнчех татмалла!
Анна Михайлова
Август 2026 |
