НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Уява халалланă турнир

Категория: Публикации Опубликовано: 20.02.2026, 09:04 Просмотров: 190

Эйпеçри вăтам шкулта Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă спорт мероприятийĕ иртнĕ. Волейболла выляма юратакан ачасем, командăсене чăмăртанса, юлташла тĕлпулусенче вăй виçнĕ. Ăмăртусене оборонăпа массăллă, спортпа патриотла ĕçсен уйăхлăхĕн программипе килĕшÿллĕн йĕркелесе ирттернĕ.

Волейбол турнирне чыслă лару-тăрура уçнă, Раççей тата Чăваш гимнĕсем янăранă май ялавсем çĕкленнĕ. Шкул директорĕ Петр Максимов арçын ачасене - Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене - çывхарса килекен уяв ячĕпе саламланă, ăмăртура хăюлăхпа хастарлăх кăтартма, çĕнтерĕве туптама суннă.

Кирек епле тупăшура та чи маттуррисем мала тухаççĕ. Хальхинче чыс пьедесталĕн чи çÿлти картлашкине «Зенит» ятлă команда йышăннă, иккĕмĕш вырăнта - «АйбеВуд», виççĕмĕшĕнче - «Школьники» команда. Судьясем, пĕр шухăшлă пулса, вăйăсенче ăсталăхпа уйрăмах палăрнă волейболистсене номинацисем тăрăх чыслама йышăннă. Çапла вара «Чи лайăх вăйăç» ята Даниил Ильин тивĕçнĕ, «Чи лайăх сыпăнтарса вылякан» номинаци çĕнтерÿçи - Даниил Прохоров, мечĕке пуринчен те ăста çапса ывăтма пĕлекенни вара - Александр Болотов.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译