НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Сержант шкула тĕлпулăва килнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.02.2026, 09:00 Просмотров: 187

Кĕлĕмкассинчи вăтам шкулта оборонăпа массăллă тата спортпа патриотлă ĕçсен уйăхлăхне хутшăнса вĕренекенсене тĕрлĕ мероприятисене явăçтараççĕ. Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче кунта çак шкултан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан  Евгений Михеевпа тĕлпулу ирттернĕ.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи, çак классенче, çак партăсем хушшинче ларса пĕлÿ пухнă выпускник, ачасене çар пурнăçĕпе служби, çар заданийĕсене пĕрле пурнăçлакан салтаксен паттăрлăхĕпе шанчăклăхĕ, кирек епле йывăр вăхăтра та пĕрне-пĕри пулăшни çинчен каласа панă.

 «Тарăн пĕлÿÿ, анлă тавракурăм хальхи вăхăтра пур çĕрте те кирлĕ. Тăрăшса вĕренĕр, ачасем!  - тенĕ сержант итлесе ларакан çамрăк тусĕсен умĕнче сăмах илнĕ май. - Кирек епле кăткăс лару-тăрăва çаклансан та, боецăн ăслă та çирĕп кăмăллă, тÿсĕмлĕ те вăй-халлă пулмалла, çавăнпа хăюллă та харсăр, тĕслĕхлĕ салтак пулас тесен, ача чухнех, шкулта вĕреннĕ вăхăтра спорт секцийĕсене çÿремелле, тренировкăсенче хул-çурăма кăна мар, характера та пиçĕхтермелле, кашнин чăтăмлă та çирĕп пулма хăнăхмалла. Сире валли халĕ пĕтĕм условисем пур, ан ÿркенĕр кăна».

Раççей Хĕçпăшаллă вăйĕсенче службăра тăнă вăхăтра Евгений Михеев пур çĕрте те хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă, хăюллă та паттăр салтак пулнă. Вăл пĕр хутчен çеç мар аманнă, çавах пуçне усман, сурансем ыратнине тÿсĕмлĕн чăтса ирттернĕ, сывалсанах тепĕр хут строя тăнă. Унăн кăкăрĕ çинче - патшалăх наградисем: Çветтуй Георгий орденĕ - 4-мĕш степеньлĕ Георгий Хĕресĕ, «За боевые отличия» медаль, «За службу на Кавказе» хисеп палли. Кусемсĕр пуçне унăн хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсем нумай.

Хисеплĕ хăна тĕлпулура ачасем панă ыйтусене те хуравланă, юлашкинчен Тăван çĕршывăмăра юратма, ăна хÿтĕлеме яланах хатĕр пулса ÿсме чĕнсе каланă. «Никам та патриот пулса çуралмасть, патриот пулма хамăрăн хăнăхмалла. Ку - чи пысăк чыс!» - тесе палăртнă вăл.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译