НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çамрăк патриотсен тупăшăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.02.2026, 08:57 Просмотров: 179

Чăваш Тимешри шкулта оборонăпа массăллă тата спортпа патриотла ĕçсен уйăхлăхĕн программипе килĕшÿллĕн винтовкăран тĕл перессипе ăмăрту ирттернĕ, тупăшăва 5-9 классенче вĕренекенсем хутшăннă.

Çамрăк стрелоксен турнирне чыслă лару-тăрура уçма тата, жюрире пулса, участниксен кăтартăвĕсене хаклама хисеплĕ хăнасене чĕннĕ. Вĕсен йышĕнче - афганецсен тата ятарлă çар операцийĕсене хутшăннисен Раççейри ветерансен союзăн Чăваш Республикинчи общество организацийĕн пирĕн округри уйрăмĕн председателĕ Александр Баранов, ятарлă çар операцине хутшăннă Михаил Николаев, Çурçĕр Кавказри çар ĕçĕсене хутшăннă Сергей Васильевпа Алексей Яковлев тата çак шкултан вĕренсе тухнă, Сирири çар ĕçĕсене тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă Дмитрий О. Хăнасем турнир пуçланиччен ачасемпе паттăрлăх урокĕ ирттернĕ.

Шкул ачисемшĕн ку турнир хăюлăхпа хастарлăха, тим-лĕхпе çаврăнăçулăха, кăмăл-туйăмпа вăй-хал çирĕплĕхне тĕрĕслесе пăхмалли чăн-чăн экзамен пулнă, опытлă наставниксем вĕрентсе-хавхалантарса пынипе вĕсем мишене тĕл лектерес тесе хăйсем мĕн пултарнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă, çавна май винтовкăпа çывăхрах туслашнă.

Тупăшусем вĕçленнĕ хыççăн жюри членĕсем кăтартусене пĕтĕмлетнĕ, пуринчен те лайăхрах - тĕлтерех - перекенсене палăртнă, грамотăсемпе хавхалантарнă. Чи савăнтараканни вара çакă пулнă% салтак-ветерансен ушкăнĕ шкула çĕнĕ винтовка парнеленĕ. Ачасене тĕл пеме вĕрентессипе тренировкăсем ирттерме питĕ кирлĕ çар хатĕрĕ хăйĕн шанчăклă вырăнне тупнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译