Дмитрий МОИСЕЕВ
Калав
(Малалли. Пуçл. 2-мĕш номерте)
Пурăнсан-пурăнсан аннен хăлхине ăна стройкăра бетон айне туса хăварни пирки калаçни кĕнĕ. Нумаях пулмасть полицие çыру çырнăччĕ эпĕ, вăл паянхи кун та хыпарсăр çухалнисен йышĕнче иккен. Аттесĕр юлсан анне сыпкалама пуçларĕ, киле те таврăнма пăрахрĕ. Ăна хăйĕн прависĕр хăварчĕç, мана унран уйăрчĕç. Хурăнташсем пулсан хăйсем патне илĕччĕç-ха та, анчах аттен те, аннен те пĕртăванĕсем ялта çук.
- Аннÿ Чулхула облаçĕнче пурăнать пулмалла. Ял çинче çапла калаçнине илтнĕччĕ, - хăлхана кĕчĕç Валя аппан сăмахĕсем.
Эппин, сывах вăл, çĕр çинчех утса çÿрет. Ывăлĕ ача çуртĕнче пурăннине маннă-ши? Е аса илес килмелле марах юрăхсăр-ши эпĕ... Çыхăнăва мĕншĕн татрĕ-ши?..
- Унта качча тухнă теççĕ, хĕр çуратнă имĕш, - чĕрем çурăласран та хăрамарĕ-ши кинемей?
Апла пулсан анне хăйĕн пурнăçне йĕркеленĕ, мана асĕнчен кăларнă. Ăна епле кĕтнине пĕлесчĕ сирĕн! +ыру çырса минтер айне хурса çывăраттăм - çапла тусан ĕмĕтĕм пурнăçа кĕрессе шанаттăм. Çĕнĕ çул каçхине сехет вун икĕ хут шаккиччен çавăн çинчен кăна шухăшлаттăм… Кÿреннине маннă-ши - паянхи кун та манăн ăна курас, çÿхе туталлă, шĕвĕртерех сăмасаллă питĕнчи кăн-кăвак куçĕнчен пăхас килет. Мĕн тейĕ-ши вăл мана?..
- Ăçта пурăнатăн халĕ? - пĕр кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Валя аппа. А, ăçта выртса тăратăп-ха ĕнтĕ эпĕ? Авă вун саккăр тултартăм та, ача çурчĕпе сыв пуллаштарчĕç. Кил пур вĕт манăн. Çавăнпа çаврăнса çитрĕм те. Анчах кунта мĕнле пурăнмалла? Кĕрсе тăрсан маччи йăтăнса анмĕ-ши?..
- Район центрĕнче пурăнатăп, - суйрăм эпĕ. - Водителе вĕренес тетĕп, ĕçлеме вырнаçасшăн.
- Тĕллевĕсем ырă-ха, - тата салхуллăнрах калаçрĕ кинемей. - «Аçу килне ан пăрахах», - теес килет те - калаймастăп. Эпĕ саккунсене пит пĕлсех каймастăп-ха, анчах аннÿ ку çурта ирĕк илмесĕрех сутса хăварнă теççĕ. Туянаканĕсем малтанхи çулсенче килкелерĕç-ха, пахча çимĕç ларткаларĕç. Унтан килсе çÿреме пăрахрĕç. Те пурăнаççĕ, те леш тĕнчене ăсаннă -пĕлместĕп. Эсĕ сельсовета кайса кун пирки ыйт-ха. Тен, хăвнах парĕç. +урта пушă лартас килмест. Ахаль те ялта кил урлă хупă пÿрт куççульпе çăвăнса ларать. Эй, Турă, çамрăк чухне ялсем çав териех пĕтесси пирки шухăшлама та пултарайман вĕт эпир, иçмасса. Пурнăç вĕресе тăратчĕ, йăлт пĕтрĕ… Ялсем çинчен те юриех манчĕç...
Манăн пуçра вара иккĕллĕ шухăшсем явăнчĕç. Ку çурта юсаймăн, çĕннине хăпартма питĕ хаклă. Интернета кĕрсе хатĕр çуртсен хакне те, строительство материалĕсем мĕн чухлĕ тăнине те пăхнăччĕ эпĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн пурăнмалли вырăн памалла-ха мана, анчах унпа хăçан тивĕçтерĕç _ паллă мар.
- Ачалăх иртнĕ çурта кĕмесĕр каяс мар, - текелесе Валя аппаран уйрăлтăм та атте килĕ еннелле таплаттартăм.
Ура вăйĕ пĕтсе килчĕ. Пÿртĕн чÿречисем те курăнманпа пĕрех - хупах-вĕлтĕрен метр çÿллĕш çĕкленнĕ. Хапха алăкне аран-аран уçрăм та - чĕрем кăкăрăмран чутах тапса тухатчĕ, картишре те хыт хура алхасать. Сар чечеклĕ пилеш курăкĕпе армути хушшинчен халь-халь çĕлен чашкăрса тухассăн туйăнать. Пÿрт çумĕнчи çĕрĕшнĕ хăмасене пăрахса çул турăм та пăлтăр алăкĕ патнелле утрăм. Куршанаксем шăлавар çумне хăш вăхăтра çыпăçса тулчĕç - хам та сиссе юлаймарăм.
Алăк çинче пысăк çăра çакăнса тăрать. Епле-ха капла. Мĕнле кĕмелле тăван киле? Пăхса тăтăм-тăтăм та - алăка лăстăр-лăстăр силлерĕм. +ăра çирĕплетнĕ тимĕрĕ-мĕнĕпех хăйпăнса ÿкрĕ, алăк уçăлса кайрĕ. Мĕн тума уçрăм-ши пĕреххут? Пÿртĕм хуп-хура тусанпа витĕннĕ, урай хăмисем пĕрре урлă кăна, хушшинче вĕлтĕрен ашкăрать. Малалла иртме хал юлмарĕ. +апах шалти сасă мана пÿртеллех, тахçан, ача чухне, çемçе диван, пысăках мар сĕтел ларнă тĕпелеллех йыхăрчĕ.
Эй, мĕн тери ачаш вăхăтчĕ! +ак çуртра эпĕ утма, калаçма вĕреннĕ. Теттесемпе выляма та мана çак çурт урайнех утиял сарса панă. Анне туянса парнеленĕ çăмăл машинăна, КАМАЗа, кранпа пуйăса тĕксе чупаттăм, атте хăй аллипе ăсталаса панă пăшалтан «нимĕçсене» переттĕм. Тăшман салтакĕсене улăмран, патаксенчен тăваттăм. Сунарçăччĕ те вăл. Пĕррехинче ухутана пĕрле илсе кайрĕ. Аттепе иксĕмĕр куян тытса таврăнтăмăр. Ăçта-ши çав вăхăт?..
Ăнсăртран тем кĕмсĕртетрĕ те маччаран тăпра тăкăнма пуçларĕ. Мĕн тăвăн, кивĕ çурт - ишĕлет, арканать…
- Паян ăçта çĕр каçмалла-ши? - пуçа сасартăк пăраларĕ йывăр шухăш. Валя аппана хваттере яма ыйтас - намăс. +итменнине, район центрĕнче пурăнни пирки каларăм. Тавралăха каç сĕмĕ çапрĕ. Пахча енчи пăлтăрта ларакан тимĕр кравать çине унтан-кунтан матрас, фуфайка-куртка тавраш тупса сартăм та ирччен кунтах юлма шухăшларăм.
Лавккана кайса апат-çимĕç илсе килтĕм. Хыпкаласан ача чухнехилле тăсăлса выртрăм. Шăна-пăван вĕçет, вăрăм тунасем сĕрлеççĕ. Пуçа асаплă шухăшсем анратаççĕ. Капла мĕн пурăнни? Мĕн тесе çуратса янă мана? Пĕреххут çутă кун та кăтартмалла пулман. Ыттисем пуян ашшĕ-амăшĕ çумĕнче ÿсеççĕ, чаплă çуртсенче пурăнаççĕ, тĕнче курса çÿреççĕ, манăн акă мĕнле нушаланмалла?
Эрех тавраш ĕçес теменччĕ эпĕ. Анчах чунăм кÿтсе килчĕ те - лавккана кайсан сăра туянтăм. Малтан ăна уçмарăм-ха, анчах тĕттĕмленсен, йăри-таврари сасăсем шарт сиктере-сиктере йăлăхтарсан, сыпмах шухăшларăм. Кĕленчене тĕплерĕм те вăрăм туна тапăнса кансĕрлесрен пĕр курткипе пуç урлă витĕнсе выртрăм. Çаплах çывăрса кайнă.
Тĕлĕк тĕлленет. Атте пăшал тыттарчĕ пек. «Хăвна та, çĕршыва та хÿтĕле», - терĕ çавăнтах. Унтан алăка хупса пÿртрен тухрĕ.
Вăранса кайрăм. Хам йĕп-йĕпе тара ÿкнĕ. Мĕне пĕлтерет ухмахла çак тĕлĕк? Çĕршывра вăрçă пымасть, салтака каймасан та пултаратăп - тулли ирĕк пур. Е атте мана çара ярасшăн-ши? Мĕн тума? Çулталăк усăсăр ирттĕр-и?..
Тул питĕ ир çутăлать. Виçĕ сехет çурă кăна. +иччĕ-саккăрччен мĕн тумалла? Пускилсем вăраниччен тесе урама тухса колонкăри сивĕ шывпа çăвăнтăм. Сумкăри лÿчĕркенсех пĕтмен кĕпепе шăлавара тăхăнтăм.
…Ача чухне яла автобус çÿретчĕ, халъ ку ырлăха пĕтернĕ иккен. Лавкка умĕнчи çынсем каланă тăрăх, пĕрисем Шупашкара е район центрне хăйсен çăмăл машинипе тухаççĕ, теприсем такси тытаççĕ. Аслă çул хĕррине çитме ултă çухрăм. Малтанхи кун та утса кĕнĕччĕ, каялла та çаплах тухма шухăшларăм…
Тавралла сăнатăп та - тĕлĕнетĕп, çул хĕррипе ÿсекен пĕчĕк хырсем тем çÿллĕш çитĕннĕ, хăй вăхăтĕнче вĕсем манăн хулпуççи таран кăначчĕ, халĕ акă тÿпенелле кармашнă та вуллисен хушшипе тухăçран вылянса хăпаракан хĕвел те аванах курăнать. Улăхра унччен тем пысăкăш кĕтÿ çÿретчĕ, халĕ ĕнисен хисепне палăртма алăри пÿрнесем те çитеççĕ. Юриех шутларăм, улттă çеç. Иттуш вĕсене асăрхаса тăракан курăнмасть, электрокĕтÿç карнă пулмалла…
Район центрне çитсен администрацие кĕтĕм. Тен, телейĕм пур? Тен, пурăнмалли кĕтес уйăрса парĕç. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче татăклă хуравпа савăнтараймарĕç те район пуçлăхĕ патнех кĕрес терĕм. А, мĕн, саккун ирĕкĕпе мĕншĕн усă курас мар? Çĕр каçма вырăн çуккине те, урамри колонка умĕнче çăвăннине те калама палăртса хутăм.
Кĕрессе кĕретĕп терĕм-ха та, анчах пуçлăх алăкĕ патне çитес умĕн алă-ура тăр-тăр чĕтреме тытăнчĕ, шăл та шăла перĕнмест - пăрлă шыва кĕрсе ÿкрĕм тейĕн. +ук, кĕмерĕм. «Мĕн кĕлмĕçленсе çÿрес? Хам тăрăшсан пулъ-ха», - терĕм те картлашкапа пĕрремĕш хуталла чупса антăм…
2022 çулхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕ. Тара илнĕ пÿлĕмре кредитпа туяннă телевизора пăхса ларатăп. Пирĕн çĕршыв ятарлă çар операцийĕ пуçарнă иккен. «Атте тĕлĕкре, ав, мĕншĕн курăннă», - туххăмрах пуçа килчĕ шухăш. Вăл вăхăта эпĕ сантехника, водителе вĕренсе тухнăччĕ ĕнтĕ, вырăнти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче ĕçлеттĕм.
Ир тăрсан та, каç выртсан та аттен тĕлĕкĕ асран тухмарĕ. Уйăх иртрĕ, тепри хыçа юлчĕ - ятарлă çар операцийĕ чарăнмарĕ. ,çлетĕп, шалăвĕ курăнмасть, пÿлĕмшĕн тÿлетĕп, кредит парăмне чакаратăп, ĕçетĕп, çиетĕп - нимĕн те юлмасть. Тытрăм та çар комиссариатне кайса контракт çыртăм. Малтанах илесшĕн пулмарĕç - ара, çарта пулман, манран мĕн усси терĕç-тĕр.
- Хăть водитель пулса пулăшам, - терĕм те, кăмăла тивĕçтерчĕç. Çур çуллăх тунă килĕшĕве алă пустарчĕç. Уйăхран çапăçу хирне лекрĕм. Малти ретех апат-çимĕç леçеттĕмĕр, аманнисене каялла илсе тухаттăмăр.
Туссене те çухатрăм. Вова, ав, паянхи кун та тĕлĕке килет. Пĕр ирхине тăтăмăр та, чăваш каччи ниçта май çук чиперленчĕ. Эпир унран култăмăр, тăрăхларăмăр. «Мĕн, савни патне кайма пуçтарăнатăн-им?» - тесе те пăхрăмăр. Вăл хăнк та тумарĕ. Сухалне хырчĕ, чĕрнине касрĕ, пуçне çурĕ, çÿçне тураса пĕр еннелле илемлĕн вырттарчĕ. Унтан пушмакне сăрласа якатрĕ, тумне çыпăçнă çÿп-çапран тасатрĕ. Татах култăмăр.
(Малалли пулать)
Август 2026 |
