Калама çук хăвăрттăн вĕçсе иртекен вăхăта самантлăха та пулин тытса чарма никам та пултараймĕ. Йĕпреçпе кÿршĕллĕ Каçал тăрăхĕнчен вăрман енне куçса килнĕренпе те кĕçех 74 çул çитет. Мĕн çавăнтанпах Йĕпреç посело-кĕнче пурăнатăп, çамрăк чухнех çĕвĕçĕ ĕçне алла илнĕскер, ĕмĕр тăршшĕпех çынсене хамăн пултарулăхпа савăнтарас кăмăлăмпа хавхаланатăп. Сăмах май каласан, Йĕпреç районĕнче Йăла службинче пĕр улшăнмасăр ирттернĕ 55 çула пурнăçăмри чи телейлĕ тапхăр вырăнне хуратăп.
Йĕпреç тăрăхне килнĕренпех районта тухса тăракан «Çĕнтерÿшĕн» хаçата тăтăшах çырăнса илетĕп. Вăл - манăн юратнă кăларăмсенчен пĕри. Çур ĕмĕр ĕнтĕ эпĕ унпа туслă, кашни номерти тĕрлĕ статьясене киленсе вулатăп, материалсенче сăнарланакан ĕçченсен тăрăшулăхне ти-вĕçлипе хаклама тăрăшатăп.
Пĕлетĕр-и, мана, «Çĕнтерÿшĕне» 50 çул ытла илсе вулакана, Йĕпреç тăрăхĕнчи маттур çынсен ĕçне-хĕлне тĕрлĕ енлĕн çутатакан журналистсене, ытти авторсене чунтан тав сăмахĕ калас килет. Хама уйрăмах кăмăла каякан статьясенчен мана «Санăн çыннусем, тăван ен» рубрикăпа тухакан, яш-кĕрĕмĕн паянхи ĕçне-хĕлне тĕрĕс сăнлакан статьясем питĕ килĕшеççĕ.
Эпĕ хам та юнашарах пурăнакан кÿршĕсене район пичечĕпе паллаштарсах тăратăп. Вĕсем мана уншăн ăшшăн тав тăваççĕ.
Хаçатăн кăçалхи номерĕсене алла тытса вуланă хыççăн хамăн туйăмсене «Çĕнтерÿшĕнре» ĕçлекенсене уçса парас терĕм.
Лидия Федорова,
ĕç ветеранĕ.
Йĕпреç поселокĕ
Август 2026 |
