НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хумпуç-Патăрьелĕнче - Кăшарни уявĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 09:04 Просмотров: 150

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Хумпуç-Патăрьел салинчи Мускав Митрополичĕ Алексий прихутне çÿрекенсем православи тĕнне ĕненекенсен Кăшарни (Крещение Господне) уявне паллă тунă.

Çав кун кунти прихутпа паллашма тата Кăшарни шывне сăвапласа тасатма Ирçе +армăсри Троица чиркĕвĕн иеромонахĕ Митрофан атте килнĕ. Пачăшкă пухăннисене Кăшарни ячĕпе тата кăçалхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче çитекен уява - ку салара прихут йĕркеленсе кайнăранпа 285 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ ятпа - ăшшăн саламланă. Каласа хăвармалла, кунти прихут хамăр республикăра чи асли шутланать. Вăл Хумпуç Патăрьел Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Буинск уезчĕн вулăс ценрĕ шутланнă вăхăтра, 1741 çулта, йĕркеленнĕ.

Митрофан атте прихут çуртне таса шывпа пĕрĕхнĕ хыççăн çветтуй шыв илме таврари ялсенчен пуçтарăннă çынсене ырлăх-сывлăх сунса, кĕллесе сăвапланă шавпа сапнă. +авăнпа пĕрлех вăл Хумпуç-Патăрьелне нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче, айăпсăр айăпланнисене асăнмалли кун, килме, прихутпа тĕн йăли-йĕркине туса ирттерме шантарнă.

Владимир Прокопьев

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译