НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хисеплĕ çынна ăшшăн саламланă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 09:02 Просмотров: 158

Пурнăç пурăнасси, уй урлă каçасси мар теççĕ. Шăпа мĕн хатĕрлесе хунине никам та пĕлмест-çке. Кашни çыннăн кун-çул кĕнекийĕ хăйне майлă çырăнать. Акă Чăваш Тимеш салинче пурăнакан Алексей Алексеевич Купранов хăйне телейлĕ тесе шутлать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн юлашки эрнинче 90 çул тултарчĕ, ку тарана çитичченех мăшăрĕпе шăкăл-шăкăл пурăнать вăл.

Ялти хисеплĕ çын телейне çемьере тата ĕçре тупнă. Нумай çул ял совечĕн председателĕ пулнă, ял почтин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Чылай çул участокри суйлав комиссийĕн йышĕнче пулнă.

Клавдия Ефимовна уншăн шанчăклă арăм, савнă тус, ачисемшĕн юратнă та çепĕç амăшĕ пулса пурнăçра тĕрев парса пынă. Паян та вĕсем пĕр-пĕриншĕн чи кирлĕ те хаклă çынсем.

Купрановсен çемйинче 5 ача çуралса ÿснĕ. Вĕсем пурте пунăçра хăйсене тупнă. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕрĕ ашшĕпе амăшне 10 мăнук парнеленĕ. Мăнукĕсен хăйсем те ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, нумайăшĕ ача-пăчаллă. Аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне калама çук юратаççĕ, хисеплеççĕ мăнукĕсем. Вĕсем ырă та ăшă сăмахсем калани, час-часах хăнана килсе ç\рени ватăсен чунне савăнăç кÿрет, малалла пурăнма вăй-хал парать.

Сумлă юбилейпе Алексей Алексеевича территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев тата муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Лариса Хуснетдинова ăшшăн саламланă. Юбиляра кĕреш юман пек çирĕп сывлăх, тулăх пурнăç, тулли телей, çирĕп вăй-хал, тата нумай çул ачасемпе мăнуксен, кĕçĕн мăнуксен, çывăх тăвансен ăшшине туйса пурăнма, кашни çутă кунпа киленме суннă, парнесемпе савăнтарнă, Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Игорь Семеновăн Тав çырăвне парса чысланă.

 Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译