НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Пурне те ырă ĕçсем тума чĕнетĕп»

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 09:00 Просмотров: 157

 «Ырă хыпар» журнал (тĕп редакторĕ Вера Савельева) республикăра 10-мĕш çул тухса тăрать. Чăваш Енре вăл, 2000 зкземплярпа саланаканскер, вулакансене чăннипех те питĕ кирлĕ кăларăм пулса тăчĕ.

Унăн страницисенче йывăр вăхăтра çăлăнăç шыранă чухне вуламалли кĕлĕсем, чăваш çĕрĕ-шывĕ хальхи вăхăтра мĕнлерех сывланине, мĕнлерех тĕллевсем патнелле туртăннине уçса паракан тĕрлĕ жанрпа çырнă материалсем пичетленеççĕ. Çавăн пекех православи тĕнне ĕненекенсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне ал тупанĕ çинчи пекех çывăхлатса кăтартать.

Журналăн кăçал пуçласа тухнă пĕрремĕш номерĕнче те вуламалли интереслĕ статья нумай. Чăваш тата Шупашкар митрополичĕ Савватий тăван халăхăмăра Çĕнĕ çулпа тата Раштав уявĕпе саламлани  хăех мĕне тăрать! Каласах хăвармалла, шăпах вăл пилленипе кун çути курать те ĕнтĕ «Ырă хыпар».

Вулакансене илĕртекеннисенчен тепĕр кăларăмĕ вара - Матрона сăнĕллĕ 2026 çул валли хатĕрленĕ календарь. Елена  Лукинан «Шăпа парнелени» калавĕ те чун-чĕресене самаях тыткăнларĕ.

Ялти культура çуртне ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хÿтлĕх каррисем çыхма çÿрекенсемшĕн кăçалтан çак журнал тăван пекех çывăх пулса тăчĕ. Ăна пире Мускавра ĕçлесе пурăнакан ентешĕмĕр Сергей Ильин çырăнса пачĕ, ку - мĕн тери паха парне! 

Пĕрремĕш номерти пĕтĕм статьясемпе тĕрленчĕксене сÿтсе явнă хыççăн, хĕрарăмсем хăйсен шухă-шĕсене пĕлтерчĕç. Кунтах Сергей Ильин çырнă «Пурне те ырă ĕçсем тума чĕнетĕп» статья та пичетленнĕ иккен. Унта пирĕн ентеш мирлĕ тÿпене Украина çĕрĕ çинче хăйсене хĕрхенмесĕр хÿтĕлекенсене татах та вăйлăрах пулăшма чĕнет. «Сергей каланине чĕре варринех илтĕмĕр, малашне пурте пĕр çын пек пулса, ырă ĕçсем ытларах тума талпăнăпăр!», - тесе çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç хĕрарăм-волонтерсем. 

Ираида Ильина,

Туçари хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译