НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕнтерÿшĕн хывакан пĕрлехи тÿпе

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 08:57 Просмотров: 155

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене тылран гуманитари пулăшăвĕ парас тесе тăрăшакансен пуçаруллă, курăмлă ĕçĕсем çинчен пĕлтерсех тăрать пирĕн хаçат. Ун страницисенче тăтăшах вулама пулать чуна ăшăтакан ырă хыпарсене. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пыракан пархатарлă ĕç тылра пĕр самантлăха та чарăнмасть.

Иртнĕ канмалли кунсенче кăна-ха маскировка каррисем, хÿтлĕх хатĕрĕсем çыхакан, гуманитари пулăшăвĕ пуçтаракан Йĕпреçри «За Отечество» центрпа ялсемпе саласенчи, поселоксенчи волонтерсем, пĕрле вăй хурса, йывăр груз турттаракан машинăпа 2 тоннăна яхăн гуманитари пулăшăвĕ тиесе ăсатнă. Çав шутра: маскировка каррисем - 135 шт., нумай вăхăт упранакан апат-çимĕçсем, килте хатĕрленĕ салă, шăратнă çу, типĕтнĕ чей курăкĕ, пахча-çимĕç, ăшă тумсем, минтерсемпе утиялсем, окоп çуртисем тултарнă 50 посылка; пĕчĕк тимĕр кăмакасем - 13 шт.; саперсене кирлĕ хатĕрсем, урапасем, генератор тата ыт. те.

Чăваштимешсемпе чăрăшкассисем яланах хастаррăн хутшăнаççĕ фронтрисемшĕн тăрăшса тăвакан ĕçсене, хальхи тиеве хатĕр-леме те хăйсем енчен мĕн пултарнине пĕтĕмпех тунă, пысăк виçеллĕ гуманитари пулăшăвĕ пухса панă.

 Хурамалсем çак вăхăт тĕлне 260-мĕш хÿтлĕх каррине çыхса пĕтернĕ, маскировка хатĕрĕсемпе пĕрлех çар пурнăçĕнче кирлĕ нумай япала хурса янă. Çавăн пекех посылкăсем ăшне салтак-хÿтĕлевçĕсене хавхалану кÿрекен саламлă çырусем чикнĕ.

Туçасем ку тапхăрта хÿтлĕх пĕркенчĕкĕсемпе пĕрлех минтерсем ытларах хатĕрленĕ. «Тăван кил ăшшине упракан çемçе минтерсене салтаксем кăмăлласах йышăнĕç тесе, эпир чунтанах тăрăшса, канлĕхе пĕлмесĕр ĕçлерĕмĕр, минтерсен шучĕ 20-рен те иртсе кайрĕ», - теççĕ хĕрарăмсем.

Ирçе Çармăс территори пайне кĕрекен ялсемпе поселоксенче пурăнакансем те СВО участникĕсене пулăшассине кун йĕркинчех тытаççĕ, тĕп культура çуртĕнчен çын татăлма та пĕлмест. Клуб тахçантанпах фронтшăн, çĕнтерÿшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тăвакан волонтерсен штабĕ пулса тăнă ĕнтĕ. Çак тăрăхра çĕршыва хÿтĕлеме ятарлă çар операцине тухса кайнă ентеш-патриотсен çар задачисене пурнăçлас тивĕçне кăштах та пулин çăмăллатас тесе, хăйсем мĕн пултарнине йăлтах тăваççĕ: боецсем ыйтакан çар хатĕрĕсемпе, куллен кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси яланах тĕпре. Нумай пулмасть хатĕрлесе ăсатнă гуманитари грузĕнче те чи кирлисем вырăн тупнă - ăшă тумтир, медикаментсем, вырăн хатĕрĕсем, утиялсем, консервланă апат-çимĕç, маскировка каррисем, окоп çуртисем, кусемсĕр пуçне газ баллонĕсем, шуруповерт тата тем те пĕр.

Тăван кĕтесрен инçетре тата куллен йывăрлăха парăнтарса малаллах ăнтăлакан салтаксене кил ăшшине аса илтерекенни, çĕнĕ вăй хушаканни мĕн пултăр, паллах - салтак амăшĕ пĕçернĕ кукăль! Çĕрĕпе куç хупмасăр ăшталаннă хĕрарăмсем тĕпел кукринче, вĕсем хатĕрленĕ хуплусемпе кукăльсене хурса 10 коробка тултарнă. Ирçеçармăссен пуçарăвĕпе хавхаланса «Кирский хлеб» ООО директорĕ В.А. Макушев та салтаксене валли тутлă кучченеç - 350 пылак булка кÿрсе панă. 

Фронта пулăшассишĕн, çĕнтерĕве çывхартассишĕн пуçаракан ĕçсем сарăлса вăй илсех пыраççĕ Йĕпреç енре, «Пĕтĕмпех фронта валли, пĕтĕмпех çĕнтерÿшĕн!» чĕнÿне асра тытса, çÿлерех çырса кăтартнă ялсенче кăна мар, кĕлĕмкассисемпе пучинкесем, эйпеçсемпе вăтаелсем, пăкăянсемпе упакассисем, çирĕклĕсемпе кĕлĕшкассисем, çĕнĕвыçлисемпе буинсксем, энтриелсемпе шăрттансем ырă тĕслĕх  кăтартаççĕ. +апла, пĕтĕм тыл пĕр çын пек кар! тăни çĕршыв хÿтĕлевçисене çĕнĕ хăват хушать. Мирлĕ тÿпене сыхлакан паттăрсем килĕсене çĕнтерÿпе часрах тата тĕрĕс-тĕкел таврăнччăр тесен, ыттисен те активлăха вăйлатмалла! Тепĕр темиçе эрнеренех черетлĕ гуманитари грузĕ Украинăналла çул тытĕ. Умра - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ.

Светлана Быкова

РЕДАКЦИРЕН: ку материала пичете хатĕрленĕ хушăра çĕнĕ хыпар çитрĕ _ Йĕпреçрен тиесе янă посылкăсемпе япаласем палăртнă вырăна çитнĕ, хуçисене тупнă. Вĕсене илнисем тылри хастарсене тĕрев панăшăн чун-чĕререн тав туни çинчен пĕлтереççĕ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译