НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Умра - çĕнĕ задачăсем

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 08:53 Просмотров: 158

Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Энтриелĕнчи культура çуртĕнче ку территори пайне кĕрекен ял-поселоксенче пурăнакансем пĕрлехи тĕлпулăва пуçтарăннă, пуласлăх çинчен ĕмĕтленсе уççăн калаçма, иртнĕ çулти ĕçсене пахаласа хак пама, çĕнĕ задачăсем палăртма. Ял çыннисемпе тĕл пулма Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов килсе çитнĕ, пухăва та вăлах ертсе пынă.

Паянхи кун тĕлне илсен, ку тăрăхри ял-поселоксенче пĕтĕмпе 793 çын пурăнать. Вĕсен пурнăç пахалăхне ÿстересси, ял-йыша пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси  вырăнти влаçăн тĕп ĕçĕ шутланать.

Территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Петрова хăйĕн отчĕтлă докладне цифрăсенчен пуçланă. Тăван çĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1806 гектар шутланать, 1494 гектарĕ - ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем. Экономика çăлкуçĕ _ сысна ĕрчетекен «Рассвет» уçă акционерлă общество, пусăçаврăнăшĕнчи уйсене шăпах унăн механизаторĕсем ĕçлесе хатĕрлеççĕ, çĕрпе эффективлă усă курса, тухăçлă тырă туса илеççĕ.

Отчетсем тăрăх пăхсан, иртнĕ çул пуçарулăх бюджечĕн программипе пĕр çухрăм ытла тăршшĕ çулсене юсанă. Уйрăмах профилактика енĕпе тимлесех ĕçлени курăнать, ку тăрăхри ял-поселоксенче 2025 çулта пĕр пушар та пулман.

Энтриел тăрăхĕнче активлă халăх пурăнать. Пурте ятарлă çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕпе тĕрев пама тăрăшаççĕ. Маскировка каррисем, хÿтлĕх япалисем çыхса хатĕрлессипе те маттуррисен ретĕнче кунти хĕрарăмсен ушкăнĕ.

Ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатсах пырасшăн ертÿçĕсем, пуçаруллă çынсен шухăш-кăмăлĕсене шута илсе социаллă проектсем хатĕрлеççĕ, конкурса тăратаççĕ. Комисси тĕрĕслевĕ витĕр çĕнтерсе тухнă 6 проекта кăçал пурнăçламалла пулать энтриелсен; выльăх пусмалли цех патне пыракан çула юсамалла; пушар хуралне шыв илме кирлĕ пĕвене юшкăнран тасатмалла;  масар картине çĕнетмелле тата ыт. те. Пĕтĕмĕшле вара 6,5 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла.

Пухăва пĕтĕмлетнĕ май, Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов çакна палăртнă. «Энтриел территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакансен  пуçаруллă ĕçĕсене яланах ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартатăп эпĕ, малашне те çавăн пек активлăхпах, пĕрлĕхлĕ çыхăнура туслăн ĕçлесе пырасса, паянхи тĕлпулура палăртнă плансене пурне те пурнăçласса шанатăп», - тенĕ вăл.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译