Йĕпреç муниципалитет округĕнче территори пайĕсен иртнĕ çулти ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе çыхăннă отчет пухăвĕсем пуçланнă. Çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн ку эрнере Эйпеçре, Энтриелĕнче тата Березовкăра пурăнакансем пĕрлехи тĕлпулусенче вырăнти пуçлăхсен отчетлă доклачĕсене сÿтсе явнă, иртнĕ çулхи социаллă пурнăç аталанăвне хак парса тепĕр çулталăк валли çĕнĕ тĕллевсем палăртнă.
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Эйпеç территори пайĕн пухăвĕ пулнă, унта округ пуçлăхĕ Игорь Семенов, вырăнти влаç ертÿçи Владислав Прохоров тата депутатсем хутшăннă, ял халăхĕпе пĕрле иртнĕ çулталăкри палăрăмлă ĕç-пуçсене тишкернĕ, малашлăх планне йышăннă.
Пĕтĕмĕшле илсен, территори пайне кĕрекен ялсенче хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 1405 çын пурăнать. Иртнĕ çул 8 мăшăр пĕрлешсе çемье çавăрнă, 5 ача çуралнă. Ку тăрăхра вăрăм ĕмĕр пурăнакансем, кĕмĕл, ылтăн, бриллиант туй паллă тунă çемьесем сахал мар. «Эсир пирĕн çамрăксемшĕн чăн-чăн тĕслĕх шутланатăр. Пĕри те общество пурнăçĕнчен пăрăнса юлмасть, ял хăтлăхĕшĕн, илемĕшĕн пурте пĕрле тăрăшатпăр», - тенĕ территори пайĕн пуçлăхĕ Владислав Прохоров пухăннисен умĕнче отчет тунă май, аслă ăру çыннисене активлăхшăн, ырă сĕнÿсемпе канашсем панăшăн тав туса.
Эйпеçпе Вăтаелĕн социаллă пурнăçĕ кал-кал аталанса пырать. Ку инфратытăм мĕнлерех шайра пулнинчен те килет-çке, çавăнпа çак таранччен ялсенче çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе ĕçлекен мĕнле объектсем пулнă, çавсене пурне те сыхласа хăварма тăрăшнă - хупăнма паман. Кунта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ шкул, ача сачĕ, спорт площадкисем, культура çурчĕ, фельдшерпа акушер пунк-чĕсем пур, Йĕпреç райповĕн магазинĕ, уйрăм предпринимательсем тытакан суту-илÿ точкисем ĕçлеççĕ. Ял çыннисене пурне те тенĕ пекех килĕсене шыв кĕртсе панă, çутçанталăк газĕ çунать.
Иртнĕ çулсенче республикăри пуçару бюджечĕн программине хутшăнса урамсенчи çулсене юсаса, вак чул сарса, хăшĕсене асфальтпа хытарса çирĕплетнĕ, кашни урамрах юпасем çинче хунарсем çунаççĕ. 2025 çулта чи пысăк участокра - «Аниш - Эйпеç» автоçул çинче - юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, кĕпере юсанă.
«Урамсемпе утса пынă май, капмар та хăтлă çуртсен речĕ ÿссех пынине куратăн та, ăшра чи ăшă туйăмсем вăранаççĕ. Тăван тăрăх хитреленсех пынăшăн чун савăнать, – палăртнă хăйĕн докладĕнче Владислав Валерьевич. - Пурнăç пахалăхне татах та çÿллĕрех шая çĕклесси йăлтах хамăртан килет».
Докладчик ку тăрăхра ăнăçлă ĕçлесе пыракан фермерсемпе препринимательсен адресĕпе те ăшă сăмахсем каланă. Улма-çырла йывăççисен хунавĕсене ĕрчетекен питомник ăстаçин, çынсене пулăшу ĕçĕсем кÿрекен предпринимательсен тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтлĕх каррисем çыхакан ĕçчен хĕрарăмсен тăрăшулăхне уйрăммăн палăртса хăварнă. +авăн пекех ял тăрăхĕнче спорта, культура пурнăçне аталантарассине хăйсен тÿпине хывакансене, республика шайĕнчи ăмăртусенче çулсерен малти вырăнсене йышăнакан «АйбеВуд» команда футболисчĕсене ятран тав тунă.
Кăçал валли илнĕ тĕл-левсем те пĕчĕк мар эйпеçсен. Сăмахран, территори пайĕ республикăри пуçарулăх бюджечĕн конкурсне тăратнă проектсем пурте - 5 проекчĕ те - çĕнтерÿçĕсен шутне лекнĕ. Вĕсене пурне те çак çулах реализацилемелле пулать% Вăтаелĕнчи икĕ пĕвене тасатмалла* Эйпеç масарĕн картине улăштармалла* Садовая тата Московская урамсенчи çулсене тикĕслемелле* шыв башнине юсамалла. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал проексене ĕçе кĕртме 8,5 млн. тенкĕлĕх (республика бюджетĕнчен, округ бюджетĕнчен уйăракан тата халăх пуçтарнă пĕтĕмĕшле сумма) ĕç пурнăçламалла.
Пĕрлехи пухура сÿтсе явнă ыйтусемпе тухса калаçнисен сăмахне округ пуçлăхĕ Игорь Семенов пĕтĕмлетнĕ.
Август 2026 |
