НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Илемпи, кĕт мана»

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 11:16 Просмотров: 215

Дмитрий Моисеев Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче 1986 çулта çуралнă. Калайкасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. 2009-2015 çулсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕнче ĕçленĕ, 2016-2024 çулсенче асăннă медиахолдингăн тĕп редакторĕн çумĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Медаицентрĕн директорĕ. Вăл _ Чăваш Республикин +амрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей журналисчĕсен, Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен союзĕсен членĕ.

Калавсем, пьесăсем çырать, вырăс, пушкăрт, тутар писателĕсен хайлавĕсене чăвашла куçарать. Вăл тăрăшнипе Айгиз Баймухаметовăн «Ан пăрах, анне!», «Юмахсăр ачалăх», «Урам ачисем», «Кайăк пулса вĕçĕп» кĕнекисем чăваш вулаканĕсем патне çитнĕ. Дмитрий Моисеевăн хайлавĕсем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Кĕтмен юрату», «Куçукпа Хураçка, Потеряшка», «Виççе пайланнă ĕмĕр», «Çул кайăкĕ» кĕнекесене кĕнĕ.

2022 çулта унăн «Ют пахчари хăмла çырли» кĕнеки кун çути курнă. Çак кăларăм «Литературăллă Чăваш Ен, çулталăк кĕнеки - 2022» конкурсра «Чи лайăх ача-пăча кĕнеки» номинацире çĕнтернĕ. 2024 çулта иккĕмĕш кĕнеки «Хуçасăр çуртри сехет сасси» ятпа пичетленнĕ. Хайлавĕсенче паянхи саманари çивĕч ыйтусене хускатать. Ачасем астармăш вăйăсемпе айкашни, наркотике, ытти наркăмăш тутанни, çамрăксем тÿрĕ çултан пăрăнни пăшăрхантарать ăна. Пьесисене  халăх театрĕсемпе драма коллективĕсем сцена çинче лартнă, «Ăнсăртран аслати авăтсан» камитне телевидени валли ÿкернĕ. Вăл çыравçăсен Хусанта, Азербайджанри Бакура, Кăркăсстанри Чолпон-Атара ,Ĕпхÿре, Калугăра иртнĕ форумĕсемпе фестивалĕсене хутшăннă.

Хамăр вулакансене эпир  çамрăк авторăн пĕр калавĕпе паллаштарас терĕмĕр.

Эльвира Анисимова

Калав

- Кама шыратăн? - манра те вăрра, те хураха курса ыйтрĕ тимĕр карта урлă кармашнă кинемей.

Эпĕ ăна питĕ лайăх палларăм, Валя аппа. Сăнĕпе чылай улшăннă пулин те, ăна уйăрса илме çирĕп сасси пулăшрĕ. Вун пĕр çул пулман эпĕ тăван ялта, ăна та çавăн чухлех курман. Çав вăхăтра унăн пичĕ чылай пĕркеленнĕ, куçĕ тарса кĕнĕ, хăй кукăрăлнă, имшерленнĕ.

- Кам ачи пулатăн? - татах ыйтрĕ темĕн те пĕлессишĕн хыпса çунакан Валя аппа.

Мана уйăрса илеймерĕ курăнать. Тепĕр тесен, ăçтан паллайăн. Эпĕ халъ ун чухнехи пек çиччĕре мар, вун саккăрта. Çитĕннĕ, тĕрекленнĕ, ав сухалăм та шăтнă.

- Мĕн чĕнместĕн. Клуххуй-им? - сассине хăпартрĕ Валя аппа.

Кÿршĕ хĕрарăмне хурав памасăр тăрас - аван мар. Чĕнме вара кăмăлăм çук. Манăн умра – нумай çул сăрă курман карта, йăтăнса анасран пĕренепе тĕкĕленĕ хапха, çĕр çумне лапчăннă йывăç пÿрт. Вăл - атте килĕ.

- Шăпана мар пулĕ те. Пĕр сăмах кала-ха хуть, - парăнмарĕ ача чухне атте хĕненĕрен чупса каçсан сĕтпе кĕлентĕр çитернĕ кинемей.

Каçхи ултă сехет хыççăн ăçтан пĕр татăк çăкăр тупасчĕ-ши тесе ăшталанса çÿренĕ вăхăтра эпĕ çав сĕтпе кĕлентĕрĕн тутине сахал мар аса илнĕ. +апла, Валя аппа маншăн ыррине сахал мар тунă. Çулла-кĕркунне улма-çырла каçса паратчĕ, тин сунă сĕт ĕçме чĕнсе кĕртетчĕ. Апла пулсан манăн ун умĕнче парăм пур - мăн кăмăлланнăн сăмах хушмасăр тăма юрамасть.

- Калатăн-и, каламастăн-и? Параçит, - тарăхмах тытăнчĕ тахçан, вун пĕр - вун икĕ çул каялла, кĕтÿрен килне шырама каймасăр та таврăнман ĕнине çапла вăрçаканскер. Чунăма тунсăх пусса килчĕ, тăван килĕм мĕншĕн çапла кĕтсе илет-ха. Мĕн-ма манăн çемье ыттисенни пек мар...

- Полици чĕнме тивет иккен. Никам пурăнман кил патĕнче мĕн туса тăратăн? - Пÿрт умĕнчи пахчинчен тухса ман еннелле утрĕ Валя аппа. Сăмах чĕнмесен аллинчи туйипе те сулса çапас пек туйăнчĕ. Намăс пулин те, хам кам иккенне калама тиветех.

- Алюш эпĕ, - терĕм вăтанчăклăн.

- Ай, Турăçăм, çапла çитĕнтĕн-и? Патшалăх пăрахман апла сана, мĕнле пăхаттир ÿстернĕ! - хыпаланса утса çитсе ыталарĕ кинемей. Мана кун пек тахçантанпах никам та çупăрламанччĕ. Ача çуртне парне тавраш илсе пырса паракансем ыталамасăр, пуçран чуптумасăр тăмастчĕç-ха. Анчах вĕсен ăшшине пачах туймастăм.

- Эсĕ те мана палламарăн няк. Хамăн сăн юлмарĕ те вĕт, иçмасса, - пĕр салхулланса, пĕр тарăхса калаçрĕ Валя аппа.

- Палларăм. Тăван киле куртăм та - чĕлхем çĕтрĕ, - тÿрре тухма хăтлантăм эпĕ.

- Пасарĕ пĕрле те телейĕ кашнин уйрăм-çке, ывăлăм, - çурăмран шăп-шап çапкаларĕ вăл. Кÿршĕсен килĕ умĕнчи сак çине кайса лартăмăр. – «Алюш мĕнле пурăнать-ши. Шăпи ăна ăçта çавăрса çитерчĕ-ши?» - тетĕп пĕрмаях. Праçниксенче чиркĕве кайсан санăн сывлăхушăн çурта çутмасăр киле таврăнса курман эпĕ.

Тĕлĕнмелле! Çĕр çинче маншăн çурта лартакан та пур иккен. Эпĕ вара ыйхă тарнă каçсенче хама тĕнчере никама кирлĕ мар этемкке пек туяттăм. Çапла туймасăр епле тăрăн-ха тата. Вун виçĕ çулччен анне пырса çавăтса каясса кĕтрĕм, унтан кам та пулин усрава илессе шантăм. Каникулсенче илкелесе каятчĕç-ха. Анчах - те кăмăлăма килĕштермерĕç, те сăнăм юрăхлă пулмарĕ - хÿтте яланлăхах илекен тупăнмарĕ. Ача çуртĕнче иккĕн кăна вун сакăр çула çитиччен пурăнтăмăр. Хăшне-пĕрне килсе янă-яман суйласа каятчĕç, теприсене уйăхран-мĕнрен опекăна илетчĕç. Тараспа иксĕмĕр çеç çынна юрăхлă пулаймарăмăр. Тĕрĕссипе, хам та айăплă. Астăватăп-ха, вун тăваттăраччĕ-ши ун чухне, хĕллехи каникул вăхăтĕнче Етĕрне тăрăхĕнчи çемьере пурăнтăм. Вĕсем вăл вăхăта виçĕ ачана хăйсен хÿттине илнĕччĕ ĕнтĕ. Сурхурире ялти клуба тухрăмăр. Унта концерт кăтартрĕç, ун хыççăн ачасене юмăç яма вĕрентрĕç. Пулассине çапла майпа пĕлме май пуррине эпĕ унччен тавçăрман та. Турилккесене тырă, тĕкĕр хурса, шыв ярса пулас мăшăр епле çын пулассине пĕлме хăтланчĕç. +авăн чухне пĕр хĕрачана килĕштертĕм. Тепĕр кунхине çемьери усрав ачасенчен ыйтса пĕлсе унăн килне шыраса тупрăм, чĕнсе кăлартăм.  +ÿресен-çÿресен эпĕ ăна аллинчен тытрăм. Кăштахран, лавкка хыçĕпе иртсе кайнă чухне, пит çăмартинчен чуптурăм. +авна такам курнă - аслисене каласа панă. Тепĕр кунхинех ача çуртне кайса ячĕç.

Иккĕмĕш хутĕнче те хамах айăпа кĕтĕм - ăраскалĕ çапла пулĕ. Çуркуннехи каникулччĕ. Мăнкун çитет тесе пире пÿрт çумашкăн хушрĕç. Мана пукан лартса парса люстрăна тасатма хăпартса ячĕç. Люстри вĕтĕ-вĕтĕ пайлă, тытмассерен силленет. Çăва-çăва йăлăхсах çитрĕм. Тасатса пĕтернĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ - хам сисмесĕр пукан хĕррине пуснă та сулăнса кайрăм. Хăранипе люстрăран ярса тытрăм - тем пысăкăшскер урайне шап! ÿксе чăл-пар арканчĕ. Ун пек ачана кам тытса тăтăр. Çав кунах ача çуртĕнче çывăрма выртмалла пулчĕ. Пурăна-киле илсе кайма кăмăл пуррисене те хирĕçлерĕм. А, мĕн усси. Пĕрех никама та кирлĕ мар.

- Аннÿ пыркалатчĕ-и? Вăл ăçта пурăннине пĕлетĕн-и? - Мана, иртнĕ вăхăта таврăннăскере, шухăшсен авăрĕнчен туртса кăларчĕ Валя аппа.

- Çук. Килтен илсе кайсан пĕрре пынăччĕ вăл. Эпĕ кăмăллакан мармелада парса хăварнăччĕ. Çав пылак çимĕçĕн тутине вун пĕр çул манаймарăм. Паян та вăл чĕлхе çинчех, - терĕм эпĕ. Кинемей куçĕнчен куççуль шăпăртатса анчĕ.

- Турри телейне валеçнĕ чухне ма пурне те тĕрлĕрен парать-ши. Телей туя мар çав, ăна алăпа тытма çук, - пит çăмарти тăрăх юхакан çутă тумламĕсене саппун вĕçĕпе шăлчĕ вăл. Туйине вара тарăхса кайнăн айккинелле вăркăнтарчĕ.

Чăн та, телейĕ çуках ĕнтĕ манăн. Атте Мускава ĕçлеме çÿрерĕ-çÿрерĕ те пĕррехинче киле таврăнмарĕ. Шапаша пĕрле кайнисенчен те ыйтса тĕпчерĕ анне, тĕп хуламăра кайса та килчĕ - усси пулмарĕ.

(Малалли пулать)

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译