Чылай маларах, 2025 çул вĕçĕнче, Шуркассинчи тепĕр хисеплĕ пенсионер, сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ Мария Ефимовна Сорокина хăйĕн 90-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илнĕ. Ăна сумлă юбилейпе Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов янă саламлă çырăва пуçлăхăн çумĕ Маргарита Андреева килне пырсах панă, парнепе чысланă.
Мария Ефимовна - тĕлĕнмелле шăпаллă çын! Вăл Комсомольски районне кĕрекен Тăманлă Выçли ялĕнче çуралнă. Пысăк Упакасси тăрăхне ăна юратăвĕ илсе çитернĕ, вăл ку енчи ĕçчен йĕкĕтпе паллашнă, пĕр хушă çыхăну тытнă хыççăн качча тухма килĕшнĕ. 1957 çулта кунти фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме кĕнĕ те пĕр çĕрте 40 ытла çул вăй хунă, ял çыннисен сывлăхне упрассишĕн, чирлисене сиплессишĕн ырми-канми тăрăшнă. 1997 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.
Хисеп грамоти, Тав çырăвĕ нумай ĕç ветеранĕн, наградăсем пурте тирпейлĕн упранаççĕ. Çапах уншăн чи хакли - çуратса ÿстернĕ ачисем! Тăватă хĕрне пурнăç парнеленĕ, телей пиллесе мăшăрлантарнă. Халĕ 8 мăнукĕпе, 16 кĕçĕн мăнукĕпе хĕпĕртесе пурăнать вăл. Медицинăра тимленĕ çулсенче чылай çынна чире çĕнтерме, ура çине тăма пулăшнă, эмелпе кăна мар сипленĕ, чун-чĕре ăшшине те панă.
Ырă туни ырăпах таврăнать, теççĕ. Сирĕн те, Мария Ефимовна, çынсем ырă суннине кашни кунах курса-туйса тăмалла пултăр.
Август 2026 |
