Ваттисем мĕн ĕлĕкрен каланă çак сăмаха паян кунчченех ăшра усракан, Шуркассинче пурăнакан, ялти пуçламăш, унтан Пысăк Упакассинчи вăтам шкулсенче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ вĕрентекен Клавдия Петровна Степанова хăйĕн юбилейне паллă тунă. Вăл 90 çул тултарнă ятпа çывăх тăванĕсемпе ачисене уяв кĕрекине пуçтарнă.
Педагогика ĕçĕн ветеранне паллă кунĕ ячĕпе саламлама территори пайĕн пуçлăхĕ Виталий Романов пынă, вăл юбиляра хисеп туса асăнмалăх парнепе, чечек çыххипе, Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Игорь Семеновăн Тавĕпе чысланă. Вăрентÿре пысăк çитĕнÿсем тунă, общество пурнăçĕнче активлăхпа палăракан учителе пĕтĕм ял-йышшăн ырă тĕслĕх пулнăшăн ăшшăн тав тунă.
Клавдия Петровна та ку таранчченех пархатарлă пурнăç çулĕпе утнă, пĕтĕм ăсталăхĕпе пĕлĕвне шăпăрлансене вĕрентсе çын тăвас ĕçе панă. Вăл хăй суйласа илнĕ профессире - кĕçĕн классенче вĕренекенсене пĕлÿпе воспитани парассинче - 40 çул ытла тăрăшнă, чылай наградăна тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе пилĕк ачана - 4 хĕрпе 1 ывăла - кун çути панă, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Халĕ мăнукĕсен тата кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе киленсе, çывăх çыннисемпе тăванĕсен телей-савăнăçне пĕрле пайласа пурăнать. Юратнă учитель патне хăй вĕрентнĕ ачасем те час-часах кĕрсе тухаççĕ - тунсăхлама вăхăт çук.
Август 2026 |
