Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Ефграфов иртнĕ канмалли кунсенче хăйсен тăрăхĕнче пурăнакан чи аслă çынсенчен пĕрне, педагогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранне Раиса Петровна Кузюковăна 95 çулхи сумлă юбилейĕпе пĕтĕм ял-йыш ячĕпе ăшшăн саламланă, ĕмĕр тăршшĕпех вĕрентÿ аталанăвĕшĕн, ачасене ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшнăшăн тав тунă.
Ăна чыслă лару-тăрура Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕнчен Игорь Семеновран килнĕ саламлă çырăва тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин янă Тав çырăвне панă, асăнмалăх-савăнмалăх парнепе, чечек çыххипе хавхалантарнă.
Раиса Петровна хăйĕн пĕтĕм пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă пулнă, мĕн пенсие кайичченех вĕренекенсене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парас ĕçре тăрăшнă. Шкултан миçе ăру ача вĕрентсе кăларман-ши вăл хăй ĕмĕрĕнче? Çакна никам та шутласа кăлараймĕ ĕнтĕ, çапах вăл хăйĕн пĕлĕвне, чун-чĕре ăшшипе юратăвне пĕр хĕрхенмесĕр, ним юлмиччен панă ачасем халичченех манмаççĕ унăн урокĕсене, ырă сунса каланă ăшă сăмахĕсене. Ял ачисене хăйĕн «тĕпренчĕкĕсене» юратнă пекех юратнă вăл, кашнинчен ăслă-тăнлă, культурăллă, çирĕп кăмăл-туйăмлă çын тăвассишĕн пĕтĕм вăй-халне панă. Хăй хĕвел çути кăтартнă 4 ачине те çĕршыва юрăхлă çын туса ÿстернĕ.
Тыл ĕçченĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, тава тивĕçлĕ учитель Раиса Петровна Кузюкова ял-йышра хисепре. Вăл - чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн тĕслĕхĕ, пĕрле шкулта вăй хунă ĕçтешĕсем те ырăпа кăна аса илеççĕ. Ăна, профессире пысăк ăсталăхпа палăрнăскерне, хăй хыççăн паха опыт хăварнăшăн тав тăваççĕ.
Август 2026 |
