Çăкалăхри тĕп шкулта чылай çул хушши «Хунав» литература кружокĕ ĕçлет. Вĕренекенсем хăйсен хайлавĕсене, ÿкерчĕкĕсене тăтăшах республикăра тухса тăракан ача-пăча кăларăмне, «Тантăша», ярса параççĕ.
Çамрăк хаçат тусĕсен ĕçĕсем кашни номертех пичетленсе тухаççĕ, çăкалăхсем хаçат ирттерекен пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Раштав уйăхĕн юлашки кунĕсенче «Тантăш» хаçат редакцийĕ çулталăк тăршшĕпех хаçатпа туслă çыхăну тытнă ачасене палăртрĕ. «Хастар юнкорсем» ята пирĕн шкултан çичĕ вĕренекен илни савăнтарчĕ. Марина Васильева (5-мĕш кл.) хаçатăн чи хастар юнкорĕ. Ку сумлă ята вăл иккĕмĕш çул тивĕçрĕ. Сăмах май каласан, хаçатăн кашни номерĕнчех пултаруллă хĕр ачан хайлавĕсем пичетленсе тухаççĕ. Юлия Иванова, Аринăпа Ангелина Константиновăсем, Катя Ракова, Аделина Савастьянова тата Алиса Семенова та «Хастар юнкорсем» ята тивĕçрĕç.
Çавăн пекех кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче юратнă «Тантăш» хаçат тухма пуçлани 95 çул çитрĕ. Çăкалăх ачисем çак кун юратнă хаçата саламларĕç. Салам çырăвĕсем вĕçтерчĕç. Хаçатăн историйĕпе паллашрĕç. Çамрăк юнкорсем малашне те хаçатпа туслă çыхăнура пулма сăмах пачĕç.
Юлия Кошелева,
вĕрентекен
Август 2026 |
