Кăрлачăн 21-мĕшĕнче Пĕчĕк Упакассинчи культура вучахĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрев тата гуманитари пулăшăвĕ парас тĕллевпе ыркăмăллăх акцийĕ ирттернĕ. Çак ял артисчĕсем Ирçе Çармăсра пулнă, кунти клуба пуçтарăннă халăха концерт тата спектакль кăтартнă.
Хальхинче тÿлевсĕрех мар вылярĕç актерсем, концерта пыракансем, пурте пĕр кăмăллă пулса, кĕмелли билет укçине пĕрлехи пухмача хурса пычĕç. Кам мĕн чухлĕ хывма пултарнă, çавăн чухлĕ паракансем те пулчĕç, укçи пĕтĕмпех СВОри салтаксем валли япаласем туянса ярса пама каять-çке.
Концерт программинче чăваш, вырăс халăх юррисем кăна мар, эстрада номерĕсемпе патриотла сăвăсем, илемлĕ ташăсем те пулчĕç. Сцена пĕрре те пушă тăмарĕ, Пĕчĕк Упакасси таланчĕсем юрра-ташша питĕ ăста пулнине çÿллĕ шайра кăтартса пачĕç. Пултарулăх ăстисем Елена Федорован пьеси тăрăх лартнă «Пĕр саншăн çурăлчĕ сирень» камите выляса пачĕç, тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç куракансене.
Унччен маларах Пĕчĕк Упакасси артисчĕсем çак программăпах тăван ялти культура çуртĕн сцени çине тухнăччĕ, ун чухне те курма килнисем хăйсен кăмăлĕпе ыркăмăллăх акцийĕн пухмачне укçа-тенкĕ хыврĕç. Пĕрлехи вăйпа пухнă пурлăха - 15 пин тенкĕ укçана - çав кунах СВО валли хÿтлĕх каррисем çыхакан тата гуманитари пулăшăвĕ пуçтаракан Йĕпреçри «За Отечество» центра çитерсе патăмăр. Пĕрле пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туни питех те аван! Кĕçех пирĕн пулăшу салтаксем патне те çитĕ.
Хам енчен илсен, эпĕ çак акцие хутшăннă артистсене хаклă вăхăтне шеллемесĕр куракансен умне тухма килĕш-нĕшĕн тата ырă кăмăлпа укçа пуçтарса панă çынсене пурне те тав сăмахĕ каласшăн. Уйрăмах Ирçе Çармăс активисчĕсене, кунти клубра хÿтлĕх каррисем ăсталакан хĕрарăмсене пухмача сахал мар укçа хывнăшăн пуç тайса тав тăватăп. Чунтан тухакан сăмахсем сирĕн кăмăла уçчĕр, пĕрлехи вăйпа çывхартакан Çĕнтерÿ кĕçех çитес шанăçа ÿстерччĕр.
Эльвира Еразумова
Август 2026 |
